Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КĂШТАХ КУЛĂШ

Пӗррехинче, кӗрхи сӗм тӗттӗм каç, Чăнкă Мирун урампа килне таврăнать. Ун умӗнче çамрăк хӗр утса пырать. Хӗр каялла çаврăнса пăхать те уттине хăвăртлатать. Мирун та ăна курса хăвăртрах утма пуçлать. Сасартăк хӗр чупмах тытăнать. Мирун та унран юлмасть. Пике çухăрса ярать. Мирун та кăшкăрать... Арçын хăй те ăнланмасть – камран тарчӗç вӗсем, анчах та питӗ хăрушăччӗ!

* * *

Чипер Марине пӗчӗк хӗрӗ шкапра япаласене ан тустартăр тесе ăна хăратма шутлать:

– Урине, урăх шкап алăкне ан уç, унта хаяр пичче ларать, – тет. 

Пӗррехинче ашшӗпе амăшӗ пӳлӗмре телевизор пăхса лараççӗ. Пӗчӗк хӗрӗ:

– Анне, шкапри пичче кайрӗ-и-ха? – тесе ыйтать.

Марине упăшкине аран ăнлантарать ку мӗне пӗлтернине.

* * *

– Куçу мӗншӗн кăвак санăн? – ыйтаççӗ Ахванеçрен. 

– Ӗнер юлташ туй хыççăнхи çулçӳреврен таврăнчӗ. 

– Вара?

– Авланма эп хӗр тупса панăччӗ ăна.

* * *

Вӗçкӗн Ваççа райцентрти столовăя кӗрет.

– Яшка пур-и? – ыйтать вăл поварсенчен. 

– Пӗр тӗрли пур, – хуравлаççӗ ăна поварсем.

– Мӗнли?

– Пăрçапа рассольник. 

– Вара ку икӗ тӗрлӗ яшка вӗт?

– Пире кастрюль кирлӗччӗ...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кулăш