Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑҫатӑ тӑхӑнса ҫуллахи Крым тӑрӑх

Кайпӑҫ районӗнчи чӑвашсем тинех наципе культура центрне туса хучӗҫ

Кайпӑҫ районӗнче чӑвашсем пурӑнакан ялсем нумаях мар Малалла, Куланга, райцентрта пур пурӑнакансем тата Чӑваш Республикин чиккинчи ялсенче пӑлтти-палтти. Чи пысӑкки, тымарлӑ чӑваш ялӗ вара Кӳльпуҫ. Шӑп ҫакӑнта иртрӗ те районти чӑвашсен Конференцийӗ. 

Нумай-и, сахал-и, район халӑхӗн 3,5 проценчӗ чӑвашсем. Наци политикине йӗркеленӗ чухне пуҫлӑхсен ҫакна шута илес пулать. 

Культура ҫуртӗнче иртекен пухӑва та Кайпӑҫ районӗн пуҫлӑхӗн пулӑшаканӗ Фания Петухова хутшӑнчӗ. Ҫавӑн пек ех ТР ЧНКА делегацийӗ те пынӑччӗ: "Сувар" хаҫатӑн редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Ирина Трифонова тата унчченхи редакторӗ Константин Малышев. Хӑнасемпе пӗрле президиума Кӳльпуҫри ветерансен Канашӗн Председателӗ Нина Дунаева, вырӑнти ял хутлӑхӗн председателӗ Елена Алексеева ларчӗҫ. Юлашки Конференцие ертсе пычӗ. 

Кайпӑҫ чӑвашӗсен делегацине ЧНКА пухӑвӗсемпе уявсенче куркалаттӑмӑр, Хусанти чӑваш спектаклӗсене курма пухӑнса килкелетчӗҫ вӗсем. Ытти енчен пуҫарулӑхне ытла кӑтартсах кайман. 

Ҫапах культура енӗпе ӗҫлемеҫҫӗ тесе калама ҫук. Вырӑнти "Палан" ансамбль виҫӗмҫул Крымра иртнӗ халӑхсем хушшинчи пултарулӑх фестивалӗнчен 1-мӗш вырӑн йышӑнса таврӑннӑ. Вӗсем 40 градусри шӑрӑхра Ҫӑварни йӑлисене кӑтартнӑ та жюрипе халӑха тӗлӗнтерсе хӑварнӑ. 

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Конференци вӗҫленсен те "Палан" пухӑннисене хӑйӗн чи лайăх юррисемпе савӑнтарчӗ. 

Конференци хӑвӑрт вӗҫленчӗ. Кирлӗ ӗҫе пуҫлакансене хавхалантару сӑмахӗсӗр темӗнех каламалли ҫук. Хусантан килнисем этем аталанӑвӗнче тӑван чӗлхен вырӑнӗ пысӑк пӗлтерӗшлине ӑнлантарма тӑрӑшрӗҫ. Кайпӑҫран килнӗ пуҫлӑх унӑн кукамӑшӗ чӑваш пулни ҫинчен, мӑнукне хӑйӗн хушпӑвне парса хӑварни пирки каласа пачӗ. 

Пуҫлӑха пӗр саслӑн пулса Елена Алексеевӑна суйларӗҫ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев