Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Кăтăк пур-ха пилӗкре: юрласа ташлакан тутарстансен çамрăк çулне хӗрӗх пиллӗке çити тăснă

Ӗçлекен çамрăксен пултарулăхӗн республикăри уçă «Наше время – Безнен заман» телефестивалӗн çул виçине 45 çула çити çӗкленӗ. Маларах проекта 18-тан пуçласа 35 çула çитекен çынсем çеç хутшăнма пултарнă.

«Кăçал фестиваль вуннăмӗш хут иртет. Кашни çулах фестивалӗн пысăк юхăмне кӗрес текен республика предприятийӗсен шучӗ ӳссе пырать. Анчах та пирӗнпе проекта пуçарса янăранпах пӗрле утакансем те пур. Вӗсенчен нумайăшӗ фестиваль çулӗсенчен иртнӗ, апла пулин те тепре хутшăнса пăхма май пама ыйтрӗç. Эпир ыйтнине тимлӗхсӗр хăвармарăмăр, тивӗçтерес терӗмӗр», – тесе пӗлтернӗ ТР промышленностьпа суту-илӳ министрӗн çумӗ Родион Карпов.

35-45 çулхи çынсен уйрăмшар номерсем кăтартма юрамасть, фестивальте вӗсем пултарулăх ушкăнӗн шутӗнче çеç хутшăнма пултараççӗ. Çав вăхăтрах «аслă çулти» хутшăнакансем коллективри çынсен çурринчен ытларах пулмалла мар.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев