Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Катарта Футболпа тӗнче чемпионачӗ вӗçленчӗ

Финалта Аргентинăпа Франци тӗл пулчӗç. Вăйă тӗлӗнмелле драматизмпа фанатсемпе куракансен асӗнче юлӗ.

Пӗрремӗш таймра Аргентина Франци хапхине икӗ мечӗк тапса кӗртрӗ. «Автансем» нимех те хуравлаймарӗç. 2018 çулта Раççейре тӗнче чемпионӗсем пулса тăнă французсем аргентинецсене хирӗç нимӗн те тăвайманни вӗсен вăййине вуççех пăсса ячӗ. Иккӗмӗш тайм пуçламăшӗнче те мечӗк ытларах Франци сборнăйӗн хапхи çывăхӗнче çӳрерӗ.

Анчах та матчăн 75-мӗш минутӗнче французсем вăранчӗç. Мбаппе тăрăшнипе вӗсем аргентинецсене тавăрма тытăнчӗç. Матчăн икӗ таймӗ 2:2 шутпа вӗçленчӗ. Тепӗр икӗ кӗске таймра командăсем пӗр-пӗрне тата пӗрер гол кӗртрӗç – 3:3. Пенальтисен серийӗнче аргентинецсем ăнăçлăрах пулчӗç. Америкăри команда çӗнтерчӗ.

Палăртса хăвармалла, Аргентина Диего Марадона вăхăтӗнче 1986 çулта тӗнче чемпионӗ пулса тăнăччӗ. Халӗ çӗнтерӗве пурте Лионель Месси ячӗпе çыхăнтараççӗ. Паллă футболист çакна чăннипех те тивӗçрӗ. 

Çапла майпа Аргентина Францине 2018 çулта Хусанта çурма финалта выляся янине тавăрчӗ.

Ильнар Тухматов сăнӳкерчӗкӗ, «Татар-Информ».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев