Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КĂТКĂССИ ÇИНЧЕН АНСАТ ЧӖЛХЕПЕ

Цифра паян пур çӗрте те хуçа. Анчах пуриншӗн те ăнланмалла-ши вăл? Цифровизаци çинчен паян нумай калаçаççӗ, çыраççӗ. Экономика та цифрăллă халӗ, производство та, социаллă пурнăç та. Онлайн-услугăсем, интернетри суту-илӳ, электронлă тӳлевсемпе документ çаврăнăшӗ тата тем те пӗр... Цифра паян пур çӗрте те хуçа. Анчах пуриншӗн те ăнланмалла-ши вăл? Çавăнпа кăткăсси çинчен ансат чӗлхепе каласа пама тăрăшăпăр

Tӗнчере цифровизаци юхăмӗ Раççейринчен самай маларах пуçланнă. Ертӳçӗ çӗршывсенче IТ-технологисем, цифра экономики çинчен калаçма пуçланă тапхăрта

(ХХ ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсем) пирӗн çӗршыва пӗрремӗш мобильлӗ телефонсем çитнӗ кăна пулнă-ха. Унтанпа 30-а яхăн çул иртрӗ. Халӗ пирӗн пурнăç йăлт улшăнчӗ темелле. Хулара çеç мар, яллă районсенче те ăслă устройствăсемпе усă курма пуçларӗç. Суту-илӳ электрон площадкисенче анлă сарăлса пынă май маркетплейссемпе халӗ промышленноçпа производство предприятийӗсенче кăна мар, фермерсем те усă курма тытăнчӗç. Цифровизаци чи малтан вӗрентӳ сферине кӗчӗ, халӗ вăл сывлăх сыхлавӗнче те, культурăпа спортра та – пӗтӗм çӗрте. Ку, паллах, уйрăмах ялта пурăнакансене тӗрлӗ пулăшăва, çав шутра патшалăх услугисене, ​ илессине самай çăмăллатать, ăна çывăхрах тăвать. Ӗлӗкрех пӗр-пӗр ыйтăва татса пама темиçе кун е ытларах та вăхăт кирлӗ пулсан, халӗ шутлă сехет те çитет.​

Ялпа хула хушшинчи​ танмарлăха пӗтерет?

Глобальлӗ цивилизацин тӗп кăтартăвӗ – социаллă пурнăçри, политикăри, бизнесри, ытти çӗрти процессене улăштарма пултаракан информаци уçă пулни. Вăл хăйне май пурнăç пахалăхне ӳстерсе çӳллӗ шая кăларать. Урăхла каласан, цифровизаци чи малтан çынсен пурнăç шайне пур енлӗн ӳстерессишӗн, меллӗ тăвассишӗн тăрăшать.​

Хальлӗхе пирӗн çӗршывра цифровизаци аталанăвӗ ку шая çитмен-ха. ​ Тухса кăна пыратпăр. IТ-технологисене пурнăçăн кашни сферине кӗртессине хăвăртлатас шутпа ӗнтӗ Тутарстанра ку çула цифровизацие халалланă. Кăçал ун хӳттинче республикăра питӗ нумай мероприяти ирттереççӗ. Тӗп задачăсенчен пӗри ялта пурăнакансене те хуларисемпе тан условисемпе тивӗçтересси. Республика ертӳçисен шучӗпе, паян ялта пурăнакансен те пӗр чăрмавсăр хăйсене кирлӗ патшалăх пулăшăвӗпе усă курма май пулмалла. ​ ​

Цифровизаци яла çитрӗ тетпӗр пулин те, ун процесӗсем ытларах пысăк хуласенче курăнаççӗ. Мегаполиссенче беспилотниксем çӳреме пуçланă, производствăра роботизаци анлă сарăлса пынă чухне кашни ялах интернет çыхăнăвӗ те çитмен-ха. Çавăнпа пирӗн çӗршывра цифровизаци кирлӗ пек хăвăрт пурнăçланса пымасть. IТ-специальноçсем анлă сарăлса пырсан та çамрăксенчен сахалăшӗ вӗсемпе интересленет. Апла пулсан вӗрентӳ системине улшăнусем кӗртмелле. Сăмах май, республикăра ку ӗçе шкулсенче цифра урокӗсене ирттерсе татса пама йышăннă.​

Кил-çурт хуçалăхне те çитрӗ

Цифровизаци пурнăçа кӗрсе пырсан та хăш-пӗриншӗн вăл халӗ те кăткăс ăнлав шайӗнче. Мӗнле вырăн йышăнать-ха вăл ахаль çын пурнăçӗнче? Кашниех куллен килте, ӗçре, социумра мӗнпе те пулин усă курать. Сăмахран, ӗлӗкрех апат-çимӗçе лавккара кăна туянма пулнă-тăк, халӗ пӗтӗмпех интернет урлă заказ туса яма пулать. Килех килсе параççӗ. Мобильлӗ телефона килӗштернӗ супермаркет приложенине лартан та – ӗçӗ пӗтнӗ. Çавăн пекех килтен тухмасăрах вӗренме те пулать, çав шутра ют çӗршывсенчи аслă шкулсенче те. Пандеми вăхăтӗнче шкулсем ав дистанцилле майпах ачасене шкултан вӗрентсе кăларчӗç. Сывлăх сыхлавне те цифровизаци анлă кӗрсе пырса диагноз хăвăртрах палăртма, тухтăр йăнăшӗсене чакарма, эмел препарачӗсене шутласа кăларассине хăвăртлатма пулăшать. Кăткăс операцисене те дистанцилле майпа ирттерме пулать. ​ Çапла цифровизаци производствăпа промышленноçсăр, патшалăх тытăмӗпе бизнессăр пуçне кил-çурт хуçалăхне те çитрӗ.​

Тӳнтер енӗ те пур

Цифровизацин тӗп тивӗçӗсенчен пӗри – хут ӗçӗсен калăпăшне чакарасси, бюрократипе кӗрешесси. Çапах бюрократи самай чакрӗ теме те çук. Мӗнрен килет ку? Вӗрентӳ сферинче ӗçлекенсем хут ӗçӗ ӳснине калаççӗ.​

Цифрăн тӳнтер енӗ те пур. Производствăри ӗç робот, искусствăлла интеллект «аллине» куçса пынă май çын валли ӗç сахалланса пырать. Ял хуçалăхнех илер. Ӗлӗкрех колхозсенче çӗршер çын ӗçленӗ пулсан, хальхи агрофирмăсенче пӗр-ик теçетке те çителӗклӗ. Пӗр комбайн ӗлӗкхи вуннăш вырăнне. Çапла майпа нумай профессисем «вилсе» пыраççӗ. Ун вырăнне вара ​ çӗнни – IТ-профессисем – çуралать. ​

Автоматизаци​

цифровизаци мар

Цифровизацие автоматизаципе пăтраштарать хăш-пӗри. Офисра интернет çыхăнăвӗллӗ компьютер ларни цифра пирки мар. Компьютерӗ те, интернечӗ те ӗçе çăмăллатма е автоматизацилеме пулăшакан инструментсем кăна. Ку чухне цифра трансформацийӗ пирки калама çук. Цифровизаци шайӗ производство процесӗсене çӗнетсе автоматизацилени кăна мар, вăл бизнес-моделе пуçӗпех улăштарни, вăл интерактивлăланни пулать.​

Автоматизаци производствăна çӳллӗрех шая çӗклет, анчах предприятин ӗçӗ унчченхи евӗрех сыхланса юлать. Цифра трансформацийӗ пирки каласан, ку чухне продукт хăй тӗпрен улшăнать, çав шутра клиентпа поставщикăн хутшăнăвӗсем те.​

Тӗслӗхрен, вӗрентӳре цифра кӗнекипе, видеоурокпа усă курни вӗренӗве çăмăллатма пулăшать. Ку автоматизаци мелӗ. Цифровизаци вара çӗнӗ интерактивлă вӗрентӳ системине йӗркелеме май парать. Ку хăвна юрăхлă вӗренӳ программине, ун хăвăртлăхне, вăхăтне суйласа илме пулăшать. Цифровизацин ăслă системи çыншăн мӗн меллӗрех пулассине те сӗнме пултарать.​

Çапах ыррипе пӗрле çитменлӗхсем те пур: вӗренекенсен социализаци шайӗ чакать, кӗлетке аталанăвне сахалрах тимлӗх лекет, педагог пӗлтерӗшӗ чакать.​

Хула пурнăçӗ,​

транспорт, банк

Хула пурнăçӗпе транспорт системинче те цифровизаци витӗмӗ пысăк. ​ Хуласене камерăсемпе, датчиксемпе чыхса тултарни урамсенчи лару-тăрăва онлайн-режимра тимлӗхре тытма пулăшать. Ăçта мӗн пулса иртни ал тупанӗ çинчи пек. Пуçтарнă даннăйсене искусствăлла интеллект тишкерсе тухса мегаполисăн пурнăçне тата та лайăхлатма сӗнӳсем пама пултарать.​

Цифровизацин лайăх енӗсен шутне çынсем банк операцийӗсем ӗçлеме майлă пулнине кӗртеççӗ. Мобильлӗ банкпа усă курман çын сахал пулӗ çӗршывра. Хут укçа та ялан кӗсъере пулмасть. ÇКХ, ипотека, ытти тӳлев-и – банка çӳремесӗрех йăлт телефонпа татса пама пулать.​

Кунта та çитменлӗхсемсӗр мар. Ку чухне харпăр даннăйсен хăрушсăрлăхне çирӗплетни кирлӗ. Цифровизаци вара даннăйсене пуçтарнинчен тытăнать. Система йӗркеллӗ, чăхăмламасăр ӗçлетӗр тесен май килнӗ таран ытларах информаци пуçтармалла. Паллах, ку чухне хăрушсăрлăх чакма пултарать. Даннăйсене упрама, хăрушсăрлăх шайне ӳстерме хăватлă серверсем кирлӗ. Сăмах май, ку ​ ​ Цифровизаци çулталăкӗн ӗç программине кӗнӗ.

Искусствăлла​

интеллект: тус е тăшман?

Çакăн пек ыйту лартсан ăна хирӗççисем те, хапăл туса йышăнакансем те тупăнаççӗ. Пӗрремӗшсене искусствăлла интеллект этеме пур çӗртен те тӗртсе кăларассипе, ӗçсӗр хăварассипе хăратать. Иккӗмӗшсене вӗрентӳпе наука, социаллă пурнăç, экономика аталанăвӗнче тата ытти сферăра вăйлă пулăшӳ кӳрсе цивилизацие ​ çӗнӗ шая кăларассипе илӗртет. Тӗрӗссипе паян искусствăлла интеллектпа кашни кун тенӗ пек тӗл пулатпăр. Смартфонсем çинчи Алисăпа Марусьăна пурте пӗлеççӗ-тӗр? Вӗсен IQ (интеллект, ăс-тăн) шайӗ аталансах пырать. Алиса кăткăс ыйтусене хуравлайнисӗр пуçне этемпе философилле калаçусем те тытса пыма пӗлет.​

Ман шутпа, ку япаларан пӗрре те хăрамалла мар, унпа тӗрӗс усă курма вӗренмелле. Искусствăлла интеллект паян медицинăна, наукăна, транспорт системине, паллах, промышленноçпа производствăна кӗнӗ. Искусствăлла интеллект питӗ пысăк информацие пуçтарса анализ туса кирлӗ пӗтӗмлетӳ пама пултарать. Медицинăра кăткăс диагностика туса тӗрӗс диагноз лартма пулăшать тата ытти те.​

Тутарстанра та искусствăлла интеллект аталанăвне пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Июлӗн 28-мӗшӗнче Çырчаллинче «Россия – страна возможностей» президент программин «Цифровой прорыв. Сезон: искусственный интеллект» проект хӳттинче регион чемпионачӗ уçăлчӗ. Пӗр уйăха тăсăлать вăл. Çак хушăра конкурса хутшăнакансем ТР Патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информацилле технологисемпе çыхăну министерстви (кӗскен Цифра министерстви) лартнă задачăсене татса пама тӗрлӗ модельсем шутласа кăларассипе ӗçлӗç.​

Искусствăлла интеллектпа машина вӗрентӗвӗн чемпионачӗ – уйрăм разработчиксем валли хатӗрленӗ ăмăрту. Вӗсем патшалăхпа ​ бизнесшăн усăллă йышăнусем шутласа кăларассипе ӗçлӗç. 2022 çулта компьютер программисемпе электронлă техника рынокӗнче импорта хамăрăннисемпе улăштарма тӗллев лартнă чухне чемпионат уйрăмах вăхăтлă та вырăнлă. Ăмăртăва хутшăннисен çак задачăна искусствăлла интеллект пулăшăвӗпе татса пама тăрăшаççӗ.

Регион чемпионатне Раççейӗн 44 субъектӗнчен 247 çын хутшăннă, ​ вӗсенчен 82-шӗ тутарстансем. Конкурсантсем умне лартнă задачăсенчен пӗри харпăр даннăйсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси, уйрăмах тӳлев даннăйӗсене. Шулӗксем çынсене улталаса вӗсен банк карттисенчи укçисене вăрланипе кашни кун тӗл пулатпăр. Тем те шутласа кăлараççӗ çынна улталас тесе. Çавăнпа ​ Цифра министерстви конкурсантсен умне çын сăнне, кӗлеткине, автомобиль номерне палăртмалли модель шутласа кăларса вӗсене ​ деперсонализацилеме задача лартнă. Ку харпăр даннăйсене пытарма пулăшнисӗр пуçне вӗсемпе шулӗксене усă курма та чарать. Мӗн шутласа кăларӗç конкурсантсем – ун пирки чемпионат вӗçленнӗ хыççăн пӗлӗпӗр.

Ирина ГОРДЕЕВА.

Сăнӳкерчӗк​

digital.tatarstan.ru сайтран.

​ 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев