Сувар

Кăтра пуçлă деликатес

Тутарсем ăна пуçтарнине илтмен, кăмпа тесе шутламаççӗ ахăр

Лаша кăмпи, çамар кăмпи, така кăмпи, мăрчук кăмпи, титтипуç, вир кăмпи... Тӗлӗнмелле ячӗсем çак кăмпан тата та пур. Хурăн шывӗ хыççăн кăтра кăмпа çуркуннехи чи пӗрремӗш вăрман кучченеçӗ шутланать.

Хăш çулӗ ăна вăрманта тупма çук, кăçал вара вăл ăнса пулчӗ ахăр. Самоизоляци вăхăтне пăхмасăрах, Интернетра унта та кунта çурхи кăмпаçăсен тулли пуракӗсене куркаларăмăр.

Реклама

Чăвашсем çак техӗмлӗ кăмпана ӗлӗкрен пуçтарнă, çавăнпа ячӗсем те нумай тата тӗрлӗрен. Тутарсем ăна пуçтарнине те илтмен, кăмпа тесе шутламаççӗ ахăр. Чăвашсем вара – деликатес тесе шутлаççӗ. Кăтра кăмпапа пӗçернӗ сӗт яшкин, ăшаланă çăмартан тути хăшӗсен халӗ те чӗлхи вӗçне килет-тӗр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: