Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КĂТРАК ПАТШАНА ХАЛАЛЛАСА

Чăваш халăхӗн историйӗ питӗ пуян. Мăн асаттесем Атăл патша (Атилла) вăхăтӗнченех хăйсен патшалăхӗпе пурăннă тесе шутлаççӗ ăсчахсем. Пӗртăван халăхсенчен – суварсемпе пăлхарсенчен – тухса тӗрлӗ çулсемпе, тӗрлӗ вăхăтра Атăлçи тăрăхне килсе вырнаçса кунта каллех пӗрле пурăнма пуçланă вӗсем. Кунта киличчен суварсем Çурçӗр Кавказра, Каспи тинӗсӗн çывăхӗнче, пăлхарсем кăшт çурçӗререх пурăннă теççӗ. Аварсен пусмăрӗнчен хăтăлса, Кăврат патша ертсе пынипе ку йăх 632 – 671 çулсенче Хура тата Азов тинӗсӗсен çывăхӗнче Дон, Кубань, Днепр шывӗсем çинче хăйсен патшалăхне йӗркелесе пурăннă. Византиецсем ку патшалăха Аслă Пăлхарстан (Великая Болгария) тенӗ. 

Хăй вилес умӗн Кăврат патша пилӗк ывăлне хăй патне чӗнтерсе çӗмренсен çыххине тăсса панă, çыхха хуçма хушнă. Пӗри те хуçайман. Пӗрер çӗмрен парсан пурте çăмăллăнах хуçнă вӗсене. «Эпӗ вилсен пӗр чăмăра пӗрлешсе пӗрле пурăнăр, никам та хуçаймӗ сире», – тесе халалласа хăварнă тет ватă патша ывăлӗсене. Анчах та лешсем итлемен, 665 çулта ашшӗ вилсен Питпуян, Кăтрак, Ăспарух, Кӗпер тата Альших Аслă Пăлхара пилӗк пая уйăрнă. Анчах уйрăмшарăн тăшмансене хирӗç тăма вăйӗ çитеймен вӗсен. Питпуян хасарсене парăннă. Кăтрак хăйӗн çыннисемпе Атăлпа Кама тăрăхне куçнă. Çак халăхран каярах  чăвашсемпе тутарсем пулса кайнă.

Кăвратăн виççӗмӗш ывăлӗ – Ăспарух çарне Дунай тăрăхне илсе кайнă, Пăлхар патшалăхне никӗсленӗ. Каярах вырăнти славянсемпе хутшăннипе вӗсенчен пăлхар халăхӗ йӗркеленнӗ.

Тăваттăмӗш ывăлӗ Кӗпер хăйӗн çарӗпе Панноние куçса кайнă, аварсемпе пурăннă, каярах Македонире славян халăхӗпе хутшăнса кайнă.

Кăвратăн пиллӗкмӗш ывăлӗ Альших хăйӗн çыннисемпе Италие лекнӗ, çӗр илсе унта пурăннă, хурал тăнă, темиçе ӗмӗр тăван чӗлхипе калаçнă, тăван йăла-йӗркесене тытса пынă.

Чăвашсем хăйсен мăн аслашшӗсене манмаççӗ. 2017 çулта чăвашлăха юратакансем, чăвашсен авалхи патши Атăл (Атилла) ставки пулнă çӗрте,  Туркестан хули çывăхӗнче пулса курчӗç, Атăл патшана халалланă барельеф вырнаçтарчӗç. Барельефне Николай Кондрашкин скульптор ăсталанă, текстне Мускавра пурăнакан меценат, хастар чăваш Владимир Болгарский çырнă. Çав активистсемех пăлхарсен авалхи хули Хăнакур (Фанагори) вырăнӗнче те барельеф вырнаçтарнăччӗ, кашни çулах вăл вырăна кайса çӳреççӗ.

Кăçал, июлӗн 30-мӗшӗнче, Тӗнчери халăхсен туслăхӗн кунӗнче Шăмăршăпа (Чăваш Ен) Çӗпрел (Тутарстан) районӗсен чиккинче пирӗн халăхăн тепӗр паттăрне – Атăлçи Пăлхар патшалăхне йӗркелекене – Кăтрак патшана лартнă палăка – «Кăтрак ут çинче» скульптура   композицине – чаплă лару-тăрура уçрӗç.  Монумент авторӗ  – Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Николай Кондрашкин  скульптор. Уява Мускавран, Шупашкартан, Хусантан, Ульяновск облаçӗнчен, Сызраньрен килнӗ хăнасем хутшăнчӗç. Мероприятире общество ӗçченӗ, Чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши, Николай  Кондрашкин скульптор, илемлӗ литература критикӗ Михаил Воробьев, Шăмăршă районӗн пуçлăхӗ Юрий Ермолаев, Шăмăршă районӗн администраци пуçлăхӗ Владимир Денисов, Чăваш наци конгресӗпе ЧР Обществăлла палатин представителӗ Владимир Тяпкин, Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Альбина Юрату, Раççей Ветерансен союзӗн представителӗ Виталий Осипов, Ульяновск облаçӗн Чăнлă районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Ульяновск хула Думин депутачӗ Петр Столяров, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн пайташӗ, таврапӗлӳçӗ Владимир Болгарский, Сызрань хулинчи «Атăл» обществăлла организаци председателӗ Александра Казакова тата ыттисем сăмах каларӗç.

Скульптура авторӗ Николай Кондрашкин наградăсемпе парнесем илме тивӗçрӗ. «Сурпан» фольклор коллективӗ (ертсе пыраканӗ Федор Малов) пухăннисене илемлӗ юрă-ташăпа савăнтарчӗ. Мероприятие йӗркелекенсем пухăннисене чăваш сăрипе, тутлă пăтăпа сăйларӗç.

Мероприятие Хусантан килнӗ хăнасем: Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, журналист, çыравçă, куçаруçă, халăх ăсчахӗ Евгений Турхан, Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийӗн, Чăваш писателӗсен союзӗн пайташӗ, лингвист, тăлмач, поэт Айрат Галимзянов, Владимир Секанкин воин-интернационалист тата ыттисем хутшăнчӗç.

Василий КАРАБАЕВ.

А.Галимзянов сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев