Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАВКАЗЛА ЗАКУСКА

Çуса тасатнă помидора тураса хуппинчен шуратнă ыхра шăлӗсемпе пӗрле мясорубка витӗр кăлармалла е блендерпа пăтраштармалла, кастрюле ямалла.

Çуса тасатнă помидора тураса хуппинчен шуратнă ыхра шăлӗсемпе пӗрле мясорубка витӗр кăлармалла е блендерпа пăтраштармалла, кастрюле ямалла. Специсем, тутă кӗртекен хатӗрсем, тип çу тата уксус хушса вӗреме лартмалла. Вӗреме кӗнӗ хыççăн 10 минут вӗретмелле, хушăран пăтраштаркаласа илмелле. Хăяра пуçӗсене касса пăрахмалла та çӳхе урапасем çине турамалла, соуспа хутăштармалла. Вӗреме кӗнӗ хыççăн вăтам çулăм çинче 7 минут пӗçермелле. Хатӗр закускăна вӗриллех стерилизациленӗ банкăсене тултармалла, хупласа пуçхӗрлӗ çавăрса лартмалла, ăшă тытакан япалапа витсе сивӗниччен тытмалла. Путвалта е холодильникре упрамалла.

3 кг вак хăяр, 1,2 кг помидор, 8–10 шăл ыхра, 9 кашăк тип çу, 5 кашăк 9% уксус, 3 чей кашăкӗ тăвар, 6 кашăк сахăр песокӗ, 3 чей кашăкӗ хмели-сунели, кăшт вӗтетнӗ йӳçӗ пăрăç кирлӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты