Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КАЙĂК-КӖШӖК ÇИНЧЕН УЙРĂМ КӖНЕКЕ ТУХРӖ

Кӗнеке – авторăн пурнăç тăршшӗпе пуçтарнă сăнавӗ, опычӗ

Пирӗн пултаруллă авторăн Альберт Миронович Кольцовăн çак кунсенче черетлӗ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. «Птицы в наших краях» кӗнекене кайăк-кӗшӗк çинчен çӗре яхăн статья кӗнӗ. Кӗнеке чăннипех хаклă пособи, вăл авторăн пурнăç тăршшӗпе пуçтарнă сăнавӗн, ырми-канми ӗçӗн пӗтӗмлетӗвӗ.

Кӗнекене пӗр сывлăш çаврăмӗпе вуласа тухрăм. Хайлавсене популярлă наука чӗлхипе çырнă. Вулама питӗ кăсăк, автор чӗлхи типӗ мар. Цифровизаципе технологи çӗнӗлӗхӗсен саманинче çутçанталăк ытамне лексе ун илемӗпе киленме çав тери кăмăллă. Авторăн чӗрӗ çутçанталăк патне туртăмӗ, пурнăçа философилле сăнавпа ăнлантарни питӗ килӗшрӗ. Паллах, унăн ӗçченлӗхӗ те.

Хайлавсенче автор ӗçе мала хуни, хисеплени тӳрех палăрать. Килне таврăнсан чи малтан вăл хуçалăхне пăхса çаврăнать. Кулленхи кунра чӗрчунсене пăхма тивни ăна пӗрре те тарăхтармасть, пач урăхла – ку уншăн чун киленӗвӗ. Пӗр вак-тӗвек те, пӗчӗк улшăну та тимлӗх айккипе иртмест. Йăлт курать, асăрхать. «Вӗсем Кăнтăр Америкăран тухнипе пысăк сивӗсене чăтаймаççӗ. Çавăнпа сывлăш температури ăшă чух кăна шыва кӗме ирӗк паратăп. Вӗсен тӗкӗ кил кăвакалӗсемпе хурсенни пек çуллă мар. Йӗпенсен хăвăрт типмест. Çавăнпа шăнса пăсăлма пултараççӗ», – тесе çырать вăл «Кăвакал, анчах нартлатмасть» статйинче.

Альберт Кольцов кайăк-кӗшӗк ӗрчетессинче пысăк специалист пулнине ытти статьясенче те куратпăр. Пӗлӳсӗр пуçне авторăн чӗрӗ чун патне юратăвӗ те пысăк. Кайăксем ун пурнăçӗн хăйпăтса илейми пайӗ. Ачаранпах вăл кил хуçалăхӗнче кайăк-кӗшӗк усрама ӗмӗтленнӗ. Çакна «Пирӗн хуçалăхра кил кайăкӗсене тытма пуçлани» хайлавра вуласа пӗлетпӗр: «Суту-илӳ речӗсем хушшипе иртсе пынă чух тӳрех çак хур аçин сасси енне утрăм. Авă, ларать вăл карçинккара. Хуçа арăмӗнчен вăл миçерине, мӗн хак тăнине ыйтса пӗлме пуçларăм. Хур иккӗре кăна иккен-ха, пилӗк тенкӗ тăрать. Кирлине пӗлнӗ хыççăн атте патне савăнăçлăн чуптартăм. Алла укçа тыттарнă хыççăн васка-васка ӗмӗтленнӗ хур аçине илме чупрăм».​ Арçын ачашăн хур туянни чăн-чăн ӗç пулса тăрать. Тӗлӗнсе каймалла! Ытти ача-пăча выляса чупса вăхăта ирттерме ӗмӗтленнӗ чух ку чӗрчун пăхассипе эрленет.

Кӗнекене вуланăçем авторăн кил хуçалăхӗнче пӗрин хыççăн тепри кил кайăкӗсем ӗрчеме тытăннипе паллашатăн. «Хурсем, ман хурсем» статьяра Альберт Кольцов çак кайăксене ӗрчетессипе пăхассине тӗплӗн уçса парать, çав шутра характерне те. «Хур амисем çак вăхăтра аçисене чӗнӳллӗн какăлтатса хавхалантараççӗ. Хур аçисем вара кашни çӗнтерес кăмăллă, çунаттисемпе пӗр-пӗрне параç кăна... Чи кирли – хур аçи юратса пăрахни. Çапăçнă чухне çумӗнче ами пулни ăна вăй хушать». Акă еплерех ытарлăн​ çырса парать автор пӗр енчен пăхсан пурте пӗлекен кайăк-кӗшӗк тӗнчине. Тимлӗхсӗррисемшӗн вара ку çӗнӗлӗх.

Кӗнекен ытларах пайне тискер кайăк-кӗшӗк çинчен çырни йышăнать. Вӗсем пурте Тутарстан Республикин территорийӗнче пурăнаканскерсем. Пӗтӗмпе çак пая 59 хайлав кӗнӗ. Кашни уйрăм кайăк çинчен: пурте пӗлекен кăшт чеерех çерçирен пуçласа вальдшнеппа пустельга пек тӗлӗнмелле ятлисем таран. Автор вӗсен çутçанталăк йӗркипе пыракан пурнăçне кăна мар, тыткаларăшӗпе характерне те туллин çырса кăтартать. Мӗнле те пулин кайăк çинчен вулатăн та: «Акă вăл, авторăн фаворичӗ», – тетӗн. Çук иккен, тепӗр кайăк çинчен те вăл пысăк юратупа çырса парать. Тӗслӗхе «Кăвакарчăн» хайлава илер. «Эпӗ çар хӗсметӗнче тăнă чух Виктор Полищук юлташăм чаçре кăвакарчăнсем тытма ирӗк илчӗ. Тӗрличчӗ вӗсен хушшинче. Пӗррехинче 28 километр инçӗшре вырнаçнă хулана увольнение кайсан хамăрпа пӗрле кăвакарчăн аçине, Ваççана та, илтӗмӗр. Виктор сăмахӗсемпе, Ваççа чаçре мăшăрне çухатнă хыççăн хулари йăхташӗсен хушшинче хăйне çӗнӗ мăшăр тупать те кунтах юлать вара. Кун вӗçленнӗ çӗре чаçе таврăнтăмăр. Юлташăм юратнă кăвакарчăнсене çӗрлене хупма кайрӗ.​ Пăхать те​ – кӳршӗллӗ казарма тăрринче Ваççа лара парать! Пӗччен те мар, савни илсе таврăннă. Ак, пыр та калаç. Юлташăм савăнăçне ниçта хураймасть, ун-кун уткалать.​ Ара, кинпе таврăннă та-ха Ваççа!»

Альберт Кольцовăн хайлавӗсем – пурте пурнăçран илнисем. Кӗнеке шкул ачисемшӗн паха хушма вӗрентӳ пособийӗ пулма пултарать. Альберт Кольцов кайăк-кӗшӗке юратни çырнă мелренех палăрать. Кашнин пурнăç тапхăрне кăна мар, характерне, тыткаларăшне лайăх пӗлет вăл.

Кӗнеке – унăн пурнăç тăршшӗпе пуçтарнă сăнавӗ, опычӗ. Учебниксенче типӗ информаци пулсан, кунта кайăксем çинчен​ пурнăçри интереслӗ пулăмсенчен пӗлетӗн.

Кӗнекене Альберт Кольцов хăйех ӳкерчӗксемпе илемлетнине те палăртса хăвармалла. Кайăк-кӗшӗке вăл питӗ ăста сăнланă. Кайăк-кӗшӗк чăрсăрлăхӗпе правурлăхне шута илес пулсан вӗсене хăш вăхăтра сăнаса ӳкерсе ӗлкӗрнӗ-тӗр? Тӗлӗнмелле!

Альберт Кольцовăн кӗнеки кайăк ӗрчетекенсемшӗн те паха. Унта кил кайăкӗсене мӗнле условисенче тытмаллине, мӗнпе апатлантармаллине, ӗрчев хăйевӗрлӗхне туллин çырса кăтартнă. Килти кайăка мӗнле пăхса ӳстермеллине, ӗрчетмеллине Альберт Кольцовран аванрах пӗлекен çынна, чăнах, пӗлместӗп.

​ ​ ​ ​ Ирина ГОРДЕЕВА.

С.Кольцова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев