Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кайпăç районӗнчи юханшывра пăра сирпӗтнӗ

Пӗрле юханшывӗ Кайпăç районӗнчи Пăрăнтăк ялӗнчен инçе мар юхса выртать. Çак ялта 500 ытла çын пурăнать. Çавăнпа та сирпӗтӳ евӗр ӗçсене ирттернӗ вăхăтра хăрушсăрлăх чи малти вырăна тухать.

Ялта пурăнакансене пăра сирпӗтесси çинчен малтанах асăрхаттарса хунă. Унсăр пуçне сирпӗнӗве пула пурнăçшăн пӗлтерӗшлӗ коммуникацисем сиенленменни пирки те тӗпчевсем ирттернӗ.

Тутарстан Республикин шыравпа хăтару службин спасателӗсем пăр ăшне тротил хума шурфсем пăраласа панă. Сирпӗтӳ ӗçӗсене Хусанти танк училищин çар служащийӗсем туса ирттернӗ. Темиçе сирпӗтӳ хыççăн юханшыври пăр хускалнă, шыв пӗр чăрмавсăр çырма çыранӗсенчен тухмасăр юхма пуçланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев