Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Казахстана патшалăх кăна мар, общество организацийӗсем те пулăшу пара пуçланă

Июль уйăхӗнче гуманитари грузӗ Кокшетау, Костанай, Нур-султан, Петропавловск, Атырау, Уральск, Алматы, Шымкент хулисене çитнӗ.

Вăтам Азире коронавирус пандемии алхаснине кура, августăн 10-мӗшӗнче Раççейри общесто организацийӗсем Казахстан облаçӗсене гуманитарлă пулăшу парассине малалла тăснă. «Добро–Соседство» акци июльте пуçланнă. Ун чухне Мускаври, Аçтăрханри, Кӗтӗрнери, Сартури, Оренбургри, Хусанти, Ӗпхӳри коммерцилле мар организацисене «Азие тӗпчекен институт» пӗрлештерет.
Акци малалла тăсăлнă май, унăн географийӗ те сарăлса пырать. Августра ыркăмăллăхçăсем Усть-Каменогорск, Павлодар, Актау, Аксай, Алматы хулисене пулăшу ăсатнă.
Хӳтӗленмелли хатӗрсем, антисептиксем,ингаляторсем, электронлă термометрсемпе тонометрсемсӗр пуçне гуманитариллӗ пулăшу партине тухтăрсен хӳтӗленмелли костюмӗсем те кӗнӗ. Çапла май коммерцилле мар организацисем 1 млн тенкӗлӗх япаласем пухнă.
Июль уйăхӗнче гуманитари грузӗ Кокшетау, Костанай, Нур-султан, Петропавловск, Атырау, Уральск, Алматы, Шымкент хулисене çитнӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев