Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Казань Экспо» курав центрӗнчи Пуласлăх Вăййисен Хулине тӳлевсӗрех кӗртеççӗ

Февралӗн 22-мӗшӗнченпе «Казань Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче Пуласлăх Вăййисен Хули (Город Игр Будущего) ӗçлет. Халăхсен хушшинчи пӗрремӗш мультиспорт турнирӗн хăнисем унта фиджитал-тӗнчене лекме, хăйсене фиджитал-спортсмен вырăнӗнче туйса пăхма, Раççейри спортăн тата шоу-бизнесăн çăлтăрӗсемпе тӗл пулма пултараççӗ.

Пуласлăх Вăййисен Хулине пыракансем валли культурăна пуянлатакан, пӗлӗве ӳстерекен программăсем хатӗрленӗ. Çӗнӗ фиджитал-дисциплинăсемпе те паллаштараççӗ кунта, интереслӗ фотозонăсем те пур, лекторисем те ӗçлеççӗ. Турнир партнерӗсен тата çӗршыври ăнăçлă ӗçлекен компанисен 15 стенчӗпе те паллашма май пур.


Пуласлăх Вăййисен Хулине пыракансем матчсем пăхма та, приставкăпа выляма та, лаундж-зонăра канма та пултараççӗ. Нейросетьсемпе усă курса картина геройӗ пулма та ним те мар кунта. Çавăн пекех кăмăл пуррисем инклюзиллӗ киберспорт, флорбол, регби, гольф, сквош, фехтовани тата бокс пек демодисциплинăсенче вăй виçме пултараççӗ. 


Пуласлăх Вăййисен Хули кашни кун ирхине 8-тан пуçласа 20.00 сехетчен ӗçлет. Унта кӗме мартăн 3-мӗшӗччен билет та, аккредитаци те кирлӗ мар. Çитес вырсарникун вара — «Игры Будущего» мультиспорт турнирӗ хупăннă кун — Пуласлăх Вăййисен Хулине аккредитаци иртнисене тата йыхрав билечӗ пуррисене кăна кӗртеççӗ.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев