Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

KazanForum шайӗнче халăхсен хушшинчи çамрăк шеф-поварсен турнирӗ иртет

Май уйăхӗн 14-16-мӗшӗнче «КазаньЭкспо» курав центрӗнче çамрăк поварсен Woung chefs international турнирӗ пулать. Йӗркелӳçӗсем каланă тăрăх, форум хăнисем «тытăçăва» сăнама çеç мар, финалистсем хатӗрленӗ апата тутанса пăхма та пултараççӗ.

Кăçал кулинари турнирне 100 ытла çын хутшăнать. 25 çула çитнӗ çамрăк поварсем Раççейрен кăна мар, Малайзирен, Мароккоран, Сенегалран, Тунисран, Турцирен тата ытти çӗршывсенчен ăмăртăва килме палăртнă. Паллă ресторансенче ӗçлекенсемпе пӗрле çамрăксем хăйсен çӗршывӗнчи апат-çимӗçпе  усă курса  виçӗ тӗрлӗ  сет хатӗрлеççӗ. Финалта хутшăнакансен апатне  опытлă шеф-поварсенчен, тӗрлӗ патшалăхри ресторансен ассоциацийӗсен ертӳçисенчен тăракан жюри хаклать. 
Аса илтеретпӗр, 2024-мӗш çулта Гран-при илме Мароккоран килнӗ повар Уадида Ридуан тивӗçнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество форум