Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Казаныш» – архитектура тата урбанистика сферинчи пӗтӗм тӗнчери пулăм

Тутарстанра территорисене тирпей-илем кӗртесси, республикăра пурăнакансемпе хăнасемшӗн хăтлă условисем йӗркелесси регионра тӗп вырăн йышăннине ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗнчери IV архитектурăпа строительство «Казаныш» форумăн шайӗнче иртекен пленарлă сессире пӗлтернӗ.

Рустам Минниханов Хусан пӗтӗм тӗнчери тата Раççейри чи пӗлтерӗшлӗ мероприятисене ирттермелли вырăн пулнине каласа хăварнă. Пӗлтӗрхи тӗп пулăм – БРИКС саммичӗ.

«Брикс çӗршывӗсен представителӗсемпе хула строительствинче архитектура ӗçӗсенче опытпа ылмашăнни пире питӗ кирлӗ. Асăннă форум – килӗштерсе ӗçлес ӗçе аталантармалли лайăх площадка», – тенӗ ТР Раисӗ.

Ун сăмахӗсемпе, çӗршывра наци проекчӗсене пуçарса яни, патшалăх программисемпе республика проекчӗсене пурнăçлани çулсерен 3,5 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йӗре хута яма пулăшать. Кашни çул 4 пин ытла социаллă тата инженери объекчӗсене, вӗсем шутӗнче шкулсене, ача сачӗсене, больницăсене, культура тата спорт объекчӗсене тăваççӗ тата юсаса çӗнетеççӗ. Республикăра çул-йӗр тата инфраструктурăн пысăк проекчӗсене пурнăçлаççӗ. Общество уçлăхне йӗркелес тӗлӗшпе пысăк ӗç тăваççӗ. Юлашки 10 çул хушшинче Тутарстанра 450 яхăн парксене, скверсене, бульварсене, çыран хӗррисен тата ытти объектсене хăтлăланнă.

Форум февралӗн 6-8-мӗшӗсенче Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗн çӗнӗ çуртӗнче иртет.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум Раис РТ