Сувар

Ӳкерчӗкӗсене парнелекен художник

Вӑл Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ районӗнчен, пултарулӑхне чӑваш культурине нумай кӗртет

 Воронеж тӑрӑхӗнчи Острогожск хулинче вуннӑмӗш академи пленэрӗ иртнӗ. Тӗрлӗ регионран пухӑннӑ 17 художник вырӑнти пейзажсене ӳкернӗ унта. Пултарулӑх кунӗсенчен пӗри Сторожевое ялӗнче иртнӗ. Приборсем кӑтартнӑ тӑрӑх ҫак вырӑн тинӗс шайӗнчен 200 метра яхӑн ҫӳллӗрех, чӑнласа кунта ӗлӗк океан тӗпӗ пулнӑ – йӗри-тавра шурӑ чул курӑнать. Ку вӑл мел - авалхи моллюсксечен мӗн юлни.

Инҫетри атом станцийӗ, Лӑпкӑ юхакан Дон, кӑнтӑра вӗҫекен кайӑк-хур ушкӑнӗ.
Художниксем теветкеллӗ ҫынсем. Сторожевоери пек лайӑх пейзаж тӑвас тесе вӗсем япӑх ҫулпа нумай сехет кайма, чӑнкӑ ҫырансем ҫине хӑпарма хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ, нумай вак-тӗвек япаласене асӑрхаҫҫӗ тата ҫак вырӑнта маларах пулманшӑн ӳкӗнеҫҫӗ.
Хальхи "Камскийӗн тӑван ҫӗршывӗнче" ятлӑ пленэр черетпе 10-мӗш, пӗрремӗшне художникӑн юбилейне тӗллесе ирттернӗ. Ун чухне Острогожска Художество академийӗн президенчӗ Зураб Церетели килнӗччӗ. Ҫавӑнтанпа кашни ҫул тӗрлӗ регионсенчи паллӑ художниксем Воронеж облаҫӗн кӑнтӑрӗн илемне ӳкерме килеҫҫӗ. Вӗсен хушшинче Художество академийӗн художникӗ Александр Фёдоров та пулнӑ. Вӑл Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ районӗнчен, пултарулӑхне чӑваш культурине нумай кӗртет.
Кӑҫал Александр Александрович Никита Бичурина ӳкернӗ. Хӑйӗн виҫӗ ӳкерчӗкне вӑл Кукеҫри "Бичурин тата хальхи самана" музейне парнеленӗ. Бичурин портретне ҫырас тесен Раҫҫей наци библиотекин фончӗсенчен Н. Я. Бичуринӑн кӗнекисене илме тивнӗ.

Тата пӗр ӳкерчӗкне Фёдоров Чӑваш наци конгресне парнеленӗ. Етӗрнери таврапӗлӳ музейне парне пама вӑл ҫак хулана хӑй ҫитнӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: