Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Керевен Пушкин сăввисене шкултах куçарнă

Вырăс классикӗн кӗнекине Шупашкарта юбилей кунӗнче хăтларăмăр



Вырăс классикӗн кӗнекине Шупашкарта юбилей кунӗнче хăтларăмăр

Июнӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗм Раççей вырăссен паллă поэчӗ А.С.Пушкин çуралнăранпа 225 çул çитнине паллă турӗ. Шупашкарта та çак кун Чăваш Республикин Ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче паллă поэтăн сăввисен «Я помню чудное мгновенье... Асрах асамӗ çав самантăн...» пуххин хăтлавӗ иртрӗ. Çӗнӗ кӗнеке тин кăна Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнă. 

Хăтлава Шупашкарти 20№ шкулта вӗренекенсем, çак кӗнекене кӗнӗ сăвăсене чăвашла куçаракан Василий Кервен поэт тата куçаруçă, Чăваш кӗнеке издательствин ача-пăчапа илемлӗ литературăн редакторӗ Ольга Иванова, Наталия Орлова ӳнерçӗ, Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи хутшăнчӗç. 
Малтан ЧР Ача-пăчапа çамрăксен библиотекин таврапӗлӳпе наци литературин уйрăмӗн заведующийӗ Эвелина Малеева Александр Пушкинăн пурнăçӗпе пултарулăхӗ пирки видео кăтартрӗ. Унтан пухăннисене библиотекăн директорӗ Татьяна Вашуркина саламларӗ, аслă поэтăн «Я помню чудное мгновенье...» сăввине вырăсла тата чăвашла каласа пачӗ. 

Василий Кервен Пушкинăн сăввисене шкулта вӗреннӗ чухнех куçарма пуçланине пытармарӗ. Шкулта вырăс чӗлхипе литературине вӗрентекен Георгий Прокопьевич Васильев хăйӗн вӗренекенӗсене вырăс классикӗсен произведенийӗсене вырăсла вӗренме çăмăлтарах пултăр тесе чăвашла куçарма сӗннӗ-мӗн. Василий Кошкин (Кервенӗн чăн хушамачӗ) вӗрентекен каланине итленӗ — кăштах вăхăт иртсен вăл А.Пушкинăн сăввисене сборниклӗх те куçарнă. Василий Гаврилович поэтăн çуралнă кунӗ тӗлне çак сăвăсем кӗнекен пичетленсе тухнăшăн питӗ савăннине пӗлтерчӗ. Вăл «Воспоминания в Царском Селе» тата «Евгений Онегин» хайлавсенчи йӗркесене вуланине ачасем тимлӗн итлерӗç. 
Кӗнеке редакторӗ Ольга Иванова алçырупа еплерех ӗçлени пирки каласа пачӗ, Кервенӗн куçарас ăсталăхне пысăк хак пачӗ. Наталия Орлова кӗнекене еплерех хавхаланупа илемлетни çинчен пӗлтерчӗ, ачасене закладка тума вӗрентрӗ. 
Чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи: «Чăвашла та Пушкин чăн-чăн Пушкин пекех янăрать! Пирӗн чӗлхе питӗ пуян», — терӗ. Вăл классикăн «Туча» сăввине вырăсла тата чăвашла вуласа пачӗ. 
Ачасем икӗ командăна пайланса вăйă вылярӗç: сăвă йӗркисем çырнă уйрăм хут таткисенчен А.Пушкинăн «Няне» сăввине пуçтарчӗç. Литература тӗлпулăвне хастар хутшăннă Федор Орлов вăйăри сăвва питӗ илемлӗн вуласа пачӗ. Уяв пурте пӗрле асăнмалăх сăн ӳкерӗннипе вӗçленчӗ. 

О. Иванова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература