Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАÇАТ ВУЛАКАН ПУЛНĂ, ПУР, ПУЛАТЬ ТЕ ​

Майăн 19-мӗшӗ – Тутарстан Пичет кунӗ. Кăçалхи шучӗпе 23-мӗш пулчӗ.

Республикăра журналистсен тата пичет отраслӗнче ӗçлекенсен профессилле уяв кунне 1998 çулхи июнӗн 24-мӗшӗнче Патшалăх Канашӗн йышăнăвӗпе туса хунă. Ăна республикăра тутар чӗлхипе «Нур» хаçатăн пӗрремӗш номерӗ тухнине халалланă, хаçата кăларма пуçлассине вара майăн 19-мӗшӗнче йышăннă пулнă. Акă мӗншӗн Тутарстан Пичет кунне шăп çак кун палăртаççӗ.

Яланхи пекех уяв кунӗнче республикăра тухса тăракан хаçат-журналсен тӗп редакторӗсемпе, федераллă кăларăмсен журналисчӗсемпе, пичет ӗçченӗсемпе ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин тӗл пулчӗ. Тӗлпулу Парламент çурчӗн Пӗчӗк залӗнче иртрӗ. Фарид Хайруллович масăлла хыпар хатӗрӗсен ӗçченӗсене саламласа журналистикăн пысăк пӗлтерӗшне, вăл социаллă-экономика, обществăлла политика ыйтăвӗсене татса пама пулăшнине палăртрӗ тата парламентарисем журналистсенчен мӗн кӗтнине каласа хăварчӗ.

«Республикăра власть органӗсемпе массăлла хыпар хатӗрӗсем, федераллă, муниципаллă тата республикăри творчествăлла союзсем хушшинче ӗçлӗ лайăх çыхăну йӗркеленнӗ. Ку пирӗн çитӗнӳсенчен пӗри», – терӗ парламент пуçлăхӗ.

Фарид Мухаметшин шучӗпе, медиа паянхи кун чи улшăнса тăракан сферăсенчен пӗри. «Тӗнче информаци енчен аталанса пынă май вулаканпа кураканшăн пыракан конкуренци те ӳсет. Паянхи кун кашни информаци площадкинче пулни çителӗксӗр, тӗллевлӗ аудитори валли паха контент кирлӗ, – терӗ парламент пуçлăхӗ. – Тутарстан наци хыпар хатӗрӗсен йăли-йӗркисене упраса хăварнă Раççей регионӗсенчен пӗри. Ун пеккисем çӗршывра сахал. Хаçатсем тутарпа вырăс чӗлхипе кăна мар, чăваш, удмурт чӗлхисемпе те тухса тăраççӗ. Информацие атте-анне чӗлхипе илсе тăма май пурри питӗ хаклă».

Çав вăхăтрах вăл хайп хыççăн хăвалакан журналистсем çинчен те асăнса хăварчӗ. Çавна пула конструктивлă критика вырăнне фейк (суя хыпар) сарăлать. Ун шучӗпе, журналистикăн объективлă пулмалла. Социаллă сетьсенче наркотикла япаласем, алкоголь çинчен уçă информаци пулмалла маррине асăрхаттарчӗ. Çавăн пекех çемье хаклăхӗсене, атте-анне пӗлтерӗшне, тӗне хирӗçле, намăс сăмах, садизм, экстремизм тата ытти кирлӗ мар япалан пропаганди пулмалла мар.

175№ гимназире пулнă трагедие те асăнса хăварчӗ парламент пуçлăхӗ. Фарид Хайруллович ку тема тавра ытлашши кӗрсе кайса халӗ те çырма пăрахманнине ыратакан вырăна тăвар сапнипе танлаштарчӗ. «Журналистсем трагеди пулнă хыççăнхи минутсенчех унтаччӗ. Вӗсем тăрăшнипе çынсем патне тӗрӗс информаци çитрӗ. Анчах хăш-пӗрисем хайп хыççăн хăваласа тем те çырма пуçларӗç. Мӗнле чăтмалла вилнисен çемйисен, аманнисен?» – терӗ парламент пуçлăхӗ.

Кӗскен Фарид Мухаметшин Патшалăх Канашӗн ӗçӗпе те паллаштарчӗ. Хальхи вăхăтра çивӗч ыйтусемпе 4 ӗç ушкăнӗ йӗркеленнӗ. Тутарстан парламентарийӗсем хӗç-пăшал упрассипе,​ сутассипе, усă курассипе çыхăннă закона тӳрлетӳсем кӗртессипе ӗçлеççӗ. Депутатсен шучӗпе ăна илме ирӗк паракан çул ӳсӗмне 21 çулпа танлаштармалла. Тепӗр проблема – республикăри районсенче, Хусанта килсӗр йытăсем​ ача-пăчана туллани. Депутатсем ку енӗпе те ӗç пуçарнă. Сăмах приютсем тăвасси, килсӗр йыт-кушака стерилизацилесси, чӗрчунсене закон шайӗнче хӳтӗлеме пуçласси çинчен пырать. Ун валли 2,2 миллиард тенкӗ укçа-тенкӗ кирлӗ. Финанс пулăшăвне федераллă центртан ыйтма палăртнă.

Журналистсем те майпа усă курса хăйсене чи хумхантаракан ыйтăва пачӗç. Вăл пичет продукцине сутассипе çыхăннă. Паяна хаçат-журналсем ытларах çырăнтару урлă саланаççӗ, ваккăн сутасси, хăш-пӗр регионпа танлаштарсан, аванах пымасть. Фарид Хайруллович парламентарисем ку проблема çинчен пӗлнине, хальхи вăхăтра Правительствăра хаçат-журналсен «çул карттине» тăвассипе ӗç пынине пӗлтерчӗ. Ун шучӗпе, электронлă МХХсем анлă аталанса пырсан та пичет продукцийӗн кирлӗлӗхӗ çухалмӗ. «Хут вулакансем пулнă, пур, пулӗç те», – терӗ вăл юлашкинчен. Паллах, парламент пуçлăхӗ Патшалăх Думин депутачӗсен 8 пухăвӗн суйлавӗ пуçланнине асăнмасăр хăвармарӗ. Электронлă сасăлав майăн 24-мӗшӗнче пуçланмалла, суйлав участокӗсенче – майăн 30-мӗшӗнче.

Мероприяти ӗçре палăрнă журналистсене патшалăх наградисемпе чысланипе вӗçленчӗ. ​

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗкре: Ф.Мухаметшинпа Р.Ратникова тӗп​ редакторсемпе –

В.Якуповăпа, И.Трифоновăпа Л.Маликовăпа.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев