Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хаçатра çырнă хыççăн: БЕЛОВКА ШУРЬЯЛАХ-ШИ ВАРА?

«Сувар» хаçатăн 20-мӗш номерӗнче Виталий Станьялăн «Савгач е Савгачево, Шурьял е Беловка?» заметки пичетленчӗ. Шупашкарта пурăнакан чăваш шурсухалне Тутарстанри чăваш ялӗсен ятне «Сувар» хаçат мӗншӗн вырăсла çырни пăшăрхантарать. Редакци ӗçченӗсен чăнах та ял ячӗсене хамăр пӗлнӗ пек куçарас йăла çук. Чи малтан вырăнти халăх хăй яла мӗнле каланине, историне шута илетпӗр. Пирӗн сăмахсене Аксу тăрăхӗнчи хисеплӗ çыравçăн Виктор Егорович Симаковăн хуравӗ те çирӗплетет. Редакци.

Савгачево икӗ ял – Атлашкино тата Савгачево – пӗрлешнӗ хыççăн (XX ӗмӗр варринче) Савгачево ятпа юлать. 1730 – 1740 çулсенче христиан тӗнне ирӗксӗр кӗртессине пăхăнман чăвашсем Саврăш çырми тăрăх тăвалла кайса уйрăм ял никӗслеççӗ. Тӗне кӗртессине хирӗç Утлушка ятлă чăваш халăха чӗнсе калать, вăлах тӗне кӗмесӗр юлнă чăвашсене Саврăшран уйрăлса тухса çӗнӗ ял никӗслеме сӗнет. Унпа пӗрле çӗнӗ ял никӗслеме Пикуш, Мируш, Кайнуш тата ытти чăвашсем пыраççӗ. Çӗнӗ яла вӗсем чăн-чăн чăвашсен пулнипе ял ятне те Чăваш ялӗ теме тытăнаççӗ. Çӗнӗ яла шута илнӗ вăхăтра вырăссем Утлушка чăваш пуçарса янине кура ятне Утлушка мар, Атлашкино тесе çыраççӗ.

1750 çулсенче çак чăваш ялӗ çумне Кивӗ Саврăшран тӗне кӗнӗ чăвашсен пӗр пайӗ куçса ларать. Çӗнӗ ял никӗслевçисем хăйсен ялне Кӗрешӗн ялӗ теме тытăнаççӗ. Таврари ялсенчи чăвашсем халӗ те ялсене (юнашар пӗр ял пекех) Чăваш ялӗ, Кӗрешӗн ялӗ теççӗ. Вырăссем вара çырма пырсан Кӗрешӗн ялӗнчи чăвашсем хăйсен ялне Савкаç тесе пӗлтереççӗ. Шута илекенсем вара ăна Савгачево тесе çыраççӗ.

Чистай уесӗнчи 387-мӗш номерлӗ ревизи кӗнекинче кăтартнă тăрăх, 1858 çул Атлашкинăра 70 килӗре 371 çын пурăнни паллă. Вӗсенчен 179-шӗ арçын, 192-шӗ хӗрарăм.

Савгачево ялӗнче вара вăл вăхăтра 60 килӗре 218 арçын, 219 хӗрарăм пурăннă. 1861 çулччен çак икӗ ялти хресченсем патшалăх хресченӗсем шутланнă. 1930 çулта икӗ ялӗнче те колхоз йӗркеленет. 1951 çулта икӗ колхоза пӗрлештерсе пӗр колхоз пулса тăрать.

Савгачево ялӗнче халь вăтам шкул, клуб, библиотека, медпункт пур.

Беловка ялне Çӗнӗ Ӳселӗнчен (тутар ялӗ) чăвашсем 1921 çул тухса пӗр çухрăм инçӗшӗнче çӗнӗ ял никӗслеççӗ. Чăвашсене тӗп ялтан уйрăлса тухма Иван Белов чӗнсе калать.  Кунта вара çӗнӗ çуртсем тума тытăнаççӗ. Ял ятне вара Иван Белов пуçарнипе ун ятне Беловка ят параççӗ.

Шурьял тесе вара ăна пуçласа Григорий Тяманов-Акташ хăйӗн сăввисенче асăнать, Беловка вырăнне Шурьял тесе çырма тытăнать. Владимир Левуковăн та Шурьял тесе асăнни пур пӗр калавӗнче. Анчах Беловка Шурьял мар, Иван Белова асăнса ăна тавра ял чăвашӗсем те Беловках теççӗ. Колхозсем йӗркеленнӗ вăхăтра  Беловкăра 474 çын пурăннă. Халӗ ялта пуçламăш шкул, клуб, библиотека, медпункт пур.

Виктор СИМАКОВ,

Аксу районӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X