Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАЛĂХ АКАДЕМИКӖСЕМ КАНАШЛАРӖÇ

Декабрӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийӗн анлă ларăвӗ иртрӗ. Унта академи президенчӗ Евгений Ерагин 2021 çулхи ӗçсене пӗтӗмлетрӗ. Чи пултаруллисене академи  орденӗсемпе, медалӗсемпе наградăларӗ, çӗнӗрен йышăннă пайташсене удостоверенисем пачӗ.

Ларура халăх академикӗсем валли семинар-канашлу та йӗркеленӗччӗ. Унта Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Александр Семенов-Савруш хутшăнчӗ, Тутарстанри таврапӗлӳçӗсемпе халăх академикӗсен ӗçӗпе кӗскен паллаштарчӗ. Çавăн пекех вăл хăй Мускавра Раççей Наукăсен академийӗн Хӗвелтухăç институчӗ ирттернӗ «Атăлçин ислам çулӗ тата араб тӗнчи. Шăпасен хӗресленӗвӗ» халăхсен  хушшинчи конференци ӗçне хутшăнни пирки каласа пачӗ. Конференци Раççейӗн тӗп хулинче кăçалхи декабрӗн 6-7-мӗшӗсенче иртнӗ. Ăна Атăлçи Пăлхар ислам тӗнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине тата Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсен Ылтăн юбилейне халалланă.
Конференцин темине «Атăлçи Пăлхарстан историйӗ» тесе палăртнă, анчах çавăнпа пӗрлех тухса калаçакансем хăйсен доклачӗсенче Вăтам ӗмӗрсенчи араб-мăсăльман тӗнчинчи халăхсен хутшăнăвӗсен, çавăн пекех Атăлçи халăхӗсемпе араб тӗнчин хутшăнăвӗсен чи кирлӗ ыйтăвӗсене те çӗкленӗ.
Мероприяти пурлăх культурипе çыру çăлкуçӗсен специалисчӗсене пуçтарнă. Çакă питӗ кăсăклă дискусси пуçарма май панă.
– Мускаври конференцире тӗп темăна тӗрлӗ енлӗ сӳтсе яврӗç. Кунта Пăлхарпа юнашар çӗршывсемпе халăхсен специалисчӗсем пулни Атăлçи Пăлхар патшалăхӗн историне мӗнпур регионăн пӗтӗмӗшле эволюцийӗн çутинче пăхса тухма май пачӗ. Конференци ӗçне арбсем хутшăнни те пысăк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ: Атăлçи Пăлхарстанăн упранса юлнă çăлкуçӗсем, çав шутра вӗсенчен чи авалхисем те араб чӗлхипе-çке, – тесе палăртрӗ Александр Никонович.
Конференци ӗçне Мускаври, Питӗрти, Хусанти, Таджикистанри, Иракри, Иранри, Египетри, Францири, Великобританири, Венгрири, АПШпа Бразилири  27 ăсчах хутшăннă, фарси, араб, вырăс тата акăлчан чӗлхисемпе докладсем тунă. Çавăн пекех ӗçе Хӗвелтухăç институтӗнчи, Раççейри, ытти çӗршывсенчи тӗпчев институчӗсенчи ăсчахсем, çав шутра Тутарстанри паллă ăсчахсемпе аслă шкулсен пуçлăхӗсем хутшăннă.
Хăйӗн докладӗнче Александр Семенов-Савруш «Сакалибсем – камсем вӗсем?» ыйту çине хурав панă, çавăн пекех Джавшыр юханшывӗ,  Багдадран килнӗ, Ибн Фадлан секретарь пулнă делегаци икӗ уйăх пурăннă вырăн ăçта вырнаçни пирки тавлашуллă верси сӗннӗ. Конференцие хутшăнакансем сӗннӗ версипе – «джавшыр» юханшыв ячӗ мар, Тутарстанри Аксу районӗнчи сувар çӗрӗнчи шыв пулнипе кăсăкланнă. Докладчик хăй çав çӗр çинче çурални, кунта ӗмӗртенпех чăвашсем пурăнни пирки каласан конференцие хутшăннисем Атăлçи Пăлхарстанри чăвашпа паллашма, унпа сăн ӳкерӗнме васканă.
Тӗпчев ӗçӗсем ирттернӗшӗн, çавăн пекех тарăн шухăшлă, пуян, паха  докладшăн РНА Хӗвелтухăç институчӗ Александр Семенова Тав çырăвӗпе наградăланă, Тутарстан  ăсчахӗсем, малашне тачă çыхăнса ӗçлессе шанса, Атăлçи Пăлхар çинчен кӗнеке парнеленӗ.
Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийӗн президиумӗн ларăвне хутшăннисем те пирӗн ентеше тунă тӗпчевсемшӗн, ӗçне тӗнче шайне кăларнăшăн тав турӗç, пӗр саслăн академи дипломне тата лауреат медальне пама йышăнчӗç.
Эпир те, Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийӗн Тутарстанри уйрăмӗн пайташӗсем, тав сăмахӗсем çумне хутшăнатпăр, Александр Никоновича çирӗп сывлăх, малашнехи пурнăçра тата пысăкрах çитӗнӳсем тума сунатпăр.
Евгений ТУРХАН,
Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийӗн Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев