Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх йăлисемпе кăсăкланакансене чăваш туйне те кăтартма пултараççӗ

Вырăнти туроператорсем Тутарстанăн Кăнтăр-хӗвелтухăçне киленӳ шырама йыхăраççӗ

Тутарстанри Кăнтăр-хӗвелтухăç енӗнчи туристсен маршрутне тепӗр проект хушăннă. «Канмалли кунсенчи 1001 киленӳ» ятлă вăл.

Икӗ кун хушшинче регион хăнисене нефть обьекчӗсене кăтартӗç – «Татнефть» компанин кадрсене хатӗрлекен центрне, унта «Тули цикл процесӗсен фабикинче» нефть уçласа тирпейлес мӗн пур процеспа паллашма пулать. Иккӗмӗш кун Лениногорск районӗнчи нефть музейне кӗрсе курма май пулать, çавăн пекех Ромашкино месторожденийӗнчи скважина-качалкăна тата Татария нефтьне пуçласа тупакансене халалласа лартнă палăка.  

Пушă вăхăта хăвăра кирлӗ пек усă курма пулать: е Шугуровора юлса «Пăрахнă штольняран мӗнле тухмалла» квест иртме е Элметри «Алсу» чăлхапа нуски фабрикине экскурсие кайма пулать. Этнографие юратакансене йăлари «Чăваш туйне» кăтартӗç. Ачаллă çемьесене Кульшариповори страус фермине кайса курни савăнтарӗ.
«Канмалли кунсенчи 1001 киленӳ» программăна Тутарстанри 9 район маршрутне кӗртнӗ. Туристем Елабуга, Чистай, Спасски, Камско-Устьински, Кукмор, Саба, Мамадыш, Рыбно-Слободски, Арча районӗсемпе паллашма пултараççӗ тата Тутарстанăн Кăнтăр-хӗвелтухăçӗпе.
ТР Туризм енӗпе ӗçлекен патшалăх комитечӗ туллирех информацие visit-tatarstan.com сайтран илме сӗнет. Бронь пирки те çавăнта пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев