Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсен культурине упракан Конституцишӗн сасăлама пенсионерка чăвашла тумланса килнӗ

Чăваш Киштекӗнчи 1239-мӗш суйлав участокӗнче кăнтăрлаччен суйлакансен 94 проценчӗ сасăласа ӗлкӗрнӗ

Пăва районӗнчи Чăваш Киштекӗнче пурăнакан Валентина Кильдюшова çулӗсене пăхмасăрах, суйлав участокне килсе сасăланă, тесе пӗлтерет «Ялав» хаçатăн сайчӗ.

– Кăçал пенсионерсем килте сасăлама пултараççӗ пулсан та, манăн суйлав участокне килес килчӗ. Кунта хăрушсăрлăх мелӗсене пăхăннă, перчетке, маскă параççӗ терӗç. Чăнах та çавăн пек. Температура та виçрӗç. Ручкăллă та пултăмăр ак. Эпӗ сасăлава ятарласа чăвашла тумаланса килтӗм. Конституцири улшăнусене çӗршывшăн кирлӗ тесе шутлатăп.

Чăваш Киштекӗнчи 1239-мӗш суйлав участокӗнче кăнтăрлаччен суйлакансен 94 проценчӗ сасăласа ӗлкӗрнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев