Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАЛЬ КУÇМАН ПУРЛĂХА РЕГИСТРАЦИЛЕМЕ ÇĂМĂЛРАХ

Тӳрлетӳсемпе улшăнусене чи малтан власть органӗсемпе тăвакан сделкăсене çăмăллатас тӗллевпе йышăннă

2021 çулта куçман пурлăхпа çыхăннă закон кăларас сферăра палăрмаллах пысăк улшăнусем пулса иртнӗ. «Куçман пурлăхăн патшалăх регистрацийӗ çинчен», «Кадастр ӗçӗ çинчен» федераллă законсене тата РФ Çӗр кодексне, РФ Кил-çурт кодексне, РФ Хула строительствин кодексне тӳрлетӳсем кӗртнӗ.

Тӳрлетӳсемпе улшăнусене чи малтан власть органӗсемпе тăвакан сделкăсене çăмăллатас тӗллевпе йышăннă. Енчен те гражданин куçман пурлăх енӗпе патшалăх власть органӗпе е вырăнти хăйтытăмлăхпа сделка тунă пулсан çак органсен гражданин алă пуснă документăн скан-образне тума пултараççӗ. Вăл документăн оригиналӗпе тан пулнине çирӗплетсе электронлă майпа куçман пурлăха регистрацилеме заявлени яма пултараççӗ. Ку чухне документа çирӗплетме гражданин алă пусни кирлӗ мар.
Хушма документсене пăхса тухассин срокне те хăвăртлатнă. Регистраторăн ку ӗçе виçӗ кунра туса çитермелле. Суд йышăнăвӗпе палăртнă правăна та виçӗ кунра регистрацилемелле.
Куçман пурлăх объекчӗсен хуçисене палăртасси çинчен. Йышăннă тӳрлетӳсем тăрăх, муниципалитетсем архиври даннăйсене хăйсен тӗллӗн пăхса тухаççӗ, налог органӗсенчен, Раççей Пенси фондӗнчен, шалти ӗçсен, ЗАГС органӗсенчен, нотариуссенчен информаци пуçтараççӗ. Объект хуçи кам пулнине палăртнă хыççăн муниципалитет куçман пурлăх кама тивни пирки йышăну проектне туса официаллă сайтра пӗлтерӳ лартать тата объект хуçине йышăну пирки пӗлтерет. Куçман пурлăхпа хуçаланма пултаракан çын 45 кун хушшинче хăй хирӗçленине пӗлтермесен муниципалитет куçман пурлăхпа çыхăннă хутсене хăй тӗллӗн Тутарстанăн Росреестрне ярса парса ăна ЕГРНа кӗртме заявлени парать. Çак даннăйсем реестра 5 кун хушшинче кӗме тивӗç.
Куçман пурлăхпа çыхăннă сведенисем ЕГРНра пулни гражданăн пурлăх интересӗпе прависене хӳтӗленисӗр пуçне шулӗкле  хăтланусенчен те сыхласа хăварать. Тутарстан Росреестрӗ те харпăрçă патне (собственник) уведомленисем ярса тăма тата çӗр чиккипе çыхăннă тавлашусене пӗтерме пулăшать.
Закон вăя кӗнӗренпе икӗ уйăхра (июльпе августра) куçман пурлăх объекчӗсен хуçисем çуккине кура кадастр учетӗнчен 51 объекта кăларса пăрахнă. Тепӗр 36 объектăн хуçисене тупса патшалăх регистрацине тунă.

Гараж амнистийӗ
 çинчен
Кӗтнӗ закон шутне гараж амнистине кӗртмелле, ăна РФ Президенчӗ Владимир Путин алă пусса çирӗплетнӗ. Вăл дача амнистийӗ евӗр   гаража тата ун айӗнчи çӗр лаптăкне çăмăллатнă майпа харпăрлăха куçарма пулăшать. Закон сентябрӗн 1-мӗшӗнче вăя кӗнӗ. Анчах вăл мӗнпур гаража пырса тивмест.   
Гараж амнистийӗ объекта харпăрлăха куçарса ăна сутма, еткере хăварма е парнелеме ирӗк парать.
Халиччен нумай çын кирлӗ документсем çуккипе гаража харпăрлăха куçарма пултарайман. Мӗншӗн тесен гараж вырнаçнă çӗр лаптăкне вуншар çул каялла илнӗ пулнă. Унтанпа закон йӗркисем те улшăннă. Ун чухне панă документсем тăрăх çӗрпе хуçаланма ирӗк çук, вăл харпăрлăхра маррипе гараж та санăн мар пулса тухать.
Амнисти РФ Хула строительствин кодексӗ вăя кӗриччен, урăхла каласан 2004 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен, тунă гаражсене кăна пырса тивет. Гараж мӗнле йышши пулни те пӗлтерӗшлӗ, сăмах капиталлă сооруженисене кăна пырса тивет. Мӗнле калас, объектăн фундамент, стенасем пулмалла. Гараж кооперативӗсене кӗрекеннисем те шутланаççӗ. Объект вырнаçнă çӗр муниципаллă е патшалăх харпăрлăхӗнче пулмалла.
Енчен те гараж фундаментсăр, конструктор евӗр пуçтарăнса саланаканни пулсан ун айӗнчи çӗр лаптăкне регистрацилесе харпăрлăха куçарма май пур. Анчах пӗр условипе: вăл 2005 çулччен туни тата çӗр лаптăкӗпе усă курма гараж кооперативӗ ирӗк панă пулсан.
2004 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗ хыççăн тунă, хăйсем тӗллӗн, çӗр айӗнчи тата нумай хваттерлӗ çуртсемпе офис комплексӗсенчи гаражсем çине амнисти сарăлмасть.
Гаража, çӗр лаптăкне регистрацилесси пӗтӗмпех тӳлевсӗр.
Каласа хăвармалла, хăй вăхăтӗнче гаража еткерпе е парне пек илсе юлнисем, суту-илӳ килӗшӗвӗпе туяннисем те амнистипе усă курма пултараççӗ.  
Гаража харпăрлăха куçарас тесен вырăнти хăйтытăмлăх органне,   МФЦна, вырăнти Кадастр палатине, Росреестра кайса заявлени çырмалла. Вырăнти администрацие кайсан аванрах та, вăл регистраци тума заявление Росреестра хăйех парать.
Заявление панă чух гаражпа усă курма ирӗк паракан хуть те мӗнле документ та юрăхлă: вырăнти администрацин е гараж кооперативӗн йышăнăвӗ, гаража инженери сечӗпе çыхăнтарнине çирӗплетекен килӗшӳ, гаражшăн коммуналлă тӳлевсен квитанцийӗсем тата ытти те.  
Куçман пурлăхпа çыхăннă ытти закон тӳрлетӗвӗсем çинчен çитес номерте малалла çырса пӗлтерӗпӗр.

Ирина ТРИФОНОВА.
О.Бердникова  сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев