Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халĕ чăваш чĕлхи мĕн тери мĕскĕнленсе юлнине пурте куратăр

Пирĕн чĕлхе, тĕрĕк чĕлхисен çемйинчи чи ваттисенчен пĕри, чура пурнăçĕпе пурăнать. Ăна трибунăсем çине те хăпартмаççĕ, унпа наука ĕçĕсем те, тĕрлĕ йышăнусемпе постановленисем те çырмаççĕ. Шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсене пĕтерсе пыраççĕ, ашшĕ-амăшĕсем ачисене чăвашла калаçтарман пирки уроксем çурри вырăсла иртеççĕ. Кам яваплă çак трагедишĕн? «Эп айăплă» текен çук.

Çак статьяна çырма мана «вĕрентӳ чĕлхине кашни çын хăй суйласа илме пултарать» тата «ашшĕ-амăшĕсен, ачисен ирĕкĕпе» тесе калакансене ăнланма пултарайманни хистерĕ. Саккун çыракансем кунпа та хапăл пулмарĕç, чăваш чĕлхине вĕренес текенсене заявлени çырма хуша пуçларĕç. Çав вăхăтрах мĕншĕн-ха вырăс чĕлхине е акăлчан чĕлхине заявлени çырмасăрах вĕрентеççĕ? Суйлав ирĕклĕхĕ вĕсене те пырса тивет. Тата вырăс чĕлхине иккĕмĕш тăван чĕлхе текенсем те пур.

Тăван чĕлхе вăл пирĕн пурнăç пулса тăрать. Вăл пĕртен-пĕрре. Атте-аннене, Тăван çĕршыва суйлама пултарайман пекех, эпир тăван чĕлхене те суйлама пултараймастпăр. Вăл пирĕн ăша анне сĕчĕпе пĕрле кĕрет те ĕмĕрлĕхех чун пайĕ, пуянлăхĕ пулса юлать. Вырăс чĕлхи, халăхсен хутшăнăвĕн чĕлхи,  пирĕншĕн нихăçан та ют пулман. Эпир ăна прогресс чĕлхи тесе хаклатпăр.
Анчах официаллă политикăн айăпĕ урăххинче. «Не вместо, а вместе» теççĕ вырăссем хăйсем. Эпир тăван чĕлхе вырăнне урăх тăван чĕлхе шухăшласа кăлартăмăр. Пирĕн пурнăçра кашни чĕлхен хăйĕн саккунлă вырăнĕ пулмалла. Пирĕншĕн тăван чĕлхе чăваш чĕлхи пулсан, вырăс чĕлхи хутшăну чĕлхи пулмалла. Халĕ вара урăх принципсемпе усă куратпăр. Пурнăç кăларса тăратнисемпе мар, ăшă пукан çинче ларса шухăшласа кăларнисемпе.
Халĕ чăваш чĕлхи мĕн тери мĕскĕнленсе юлнине пурте куратпăр. Мĕншĕн ăна виле сăнĕ çапнине пĕрре те асăрхамастпăр. Тĕпчев ĕçĕсене вырăсла çыратпăр. Чĕрĕ чĕлхене çав чĕлхепех тĕпчемелле пек-çке. Чăваш çыравçисем те вулавăшсенче чăвашла кĕнекесем çукпа пĕрех иккенне пĕлсе тăрсах вырăсла кĕнекесем нумайрах кăлараççĕ.
Канашлусенче тăван чĕлхе пачах илтĕнми пулчĕ. Унтан та ытларах, ялсенчи тĕрлĕрен пухусене те пулин вырăсла ирттеретпĕр. Хамăр чĕлхепе ĕçлĕ хут çырма тахçанах пăрахнă. Ял Канашĕн пуçлăхĕсем манкурта çаврăннă пирки (çӳлти пуçлăхсене юрас тесе), ялсен, урамсен ячĕсене те чăвашла çырмаççĕ. Чĕлхерен те, халăхран та мăшкăланă пекех тепĕр чухне - чăваш ялĕн ячĕсене пушкăртла çырса хураççĕ. Вĕсене вара эпир çӳлти пуçлăхсем валли çыратпăр-им, халăх валли мар-им?
Тăван чĕлхене хисеплеменни хамăра хисеплеменнипе пĕрех. Чĕлхе пĕтсен, халăх пĕтет. Апла пулсан паян пирĕн пурин те хамăра хамăр сыхласа хăварас
си пирки шухăшламалла. Халĕ эпир тĕрлĕрен мероприятисемпе программăсем йышăнса ун пурнăçне çăлса хăварма тăрăшатпăр. Анчах та, пурнăç кăтартнипе, кун пек май килместех. Саккун вăйĕ кăна хӳтĕлеме пултарать ăна.
Пирĕн чĕлхе, тĕрĕк чĕлхисен çемйинчи чи ваттисенчен пĕри, чура пурнăçĕпе пурăнать. Ăна трибунăсем çине те хăпартмаççĕ, унпа наука ĕçĕсем те, тĕрлĕ йышăнусемпе постановленисем те çырмаççĕ. Шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсене пĕтерсе пыраççĕ, ашшĕ-амăшĕсем ачисене чăвашла калаçтарман пирки уроксем çурри вырăсла иртеççĕ, словарьсем çитмеççĕ, вĕренӳ пособийĕсем сахал. Кам яваплă çак трагедишĕн? «Эп айăплă» текен çук.
Тăван чĕлхене манни хамăр тымара маннине пĕлтерет. Пирĕн хамăрăн йăх-несĕл умĕнчи тивĕç те пулмалла. Пирĕнех пуласлăх пирки те шухăшламалла. Тăван çĕре-шыва хаклами пултăмăр, тăван-пĕтене сума сума пăрахрăмăр, йăла-йĕркемĕре мантăмăр. Пĕр сăмахпа каласан, тымартан татăлтăмăр. Тымарсăр йывăç хăрнине пĕлетпĕр. Ял-йышсем, çаврăнса пăхăр-ха йĕри-тавра, миçе вăйлă кăна йăх-несĕлсем пĕтрĕç! Акă вăл, ачасене: «Ялта ĕç çук, хулана кайăр» тенĕ сăмахсен кăтартăвĕ.  
Юлашки вăхăтра аслă асаттесен йăла-йĕркисене упраса хăварма чĕнекенсем те нумайланчĕç. Хăшĕ-пĕрисем кĕнекесем те çырса кăларчĕç. Анчах та ĕлĕкхи йăла-йĕркесем вĕсем авалхи чăвашсен çутçанталăк тĕнĕпе çыхăннă. Эпир вара ăна ăнланмасăр, чăваш халăхне мĕнле тĕне кĕртнин историне пĕлмесĕр,  кашни чăваш ялĕнче чиркӳсем туса лартнипе мухтанатпăр. Нумай чăваш ялĕсем хăйсен киремет вырăнĕсене те пĕлмеççĕ. Пирĕн ватă асаттесем кашни уявра, акатуйра, чӳксенче Аслă турра, Пӳлĕхçе, Пихампара, Киремете парне парса, кĕлĕ туса пуçланă. Çакна эпир Сарă Ту, Чĕмпĕр, Самар тăрăхĕнчи Акатуйсенче тата Юламанти чăваш Уявĕнче куратпăр. Çак йăлана пур çĕрте те пурнăçа кĕртес пулать. Унсăрăн пирĕн йăла-йĕркене  кулса, ячĕшĕн кăна ирттерни пулать.
Юлашкинчен калас пулать, пирĕн тăван чĕлхе иккĕ тени нумайăшне пăсрĕ. Культурăсăрлăх тилхеперен вĕçерĕнчĕ, ăна ниепле те тытса чарма май çук пулса кайрĕ. Пирĕн чăваш халăхĕн хăйĕн культури пур. Ăна сыхласа хăварма тăрăшас тесен ытти халăхсенчен те тĕслĕхсем илмелле: еврейсен хăйсен университечĕ пур, дагестансем хăйсен чĕлхине вĕренме интернета тĕрлĕ программăсемпе кăсăк уроксем кăлараççĕ тата ыт.те.
Культура тесен сăмах май çакна та калас килет. Хăш-пĕр чăвашсенченех илтме пулать: «Мĕн тума кирлĕ Юламанти чăваш Уявĕ?», «Мĕн тума кирлĕ Нурлатри Уяв?» (Ку ыйту интернетра та курăнчĕ). Паллах, çак уявсем манкуртсем валли мар, чăвашсем валли. Кама кирлĕ мар, вĕсене унта вĕренпе сĕтĕрмеççĕ. Кирлĕ пулмасан, вĕсем ан пыччăр. Анчах та хăйсен кирлĕ мар шухăшĕсене хăйсен ăшĕсенчен ан кăларччăр. Ун пек уявсем кашни регионтах кирлĕ. Мĕншĕн тесен чăвашсем пур çĕрте те пурăнаççĕ.
Чăвашăн пĕр тăван анне, пĕр тăван атте, пĕр тăван чĕлхе, пĕр тăван халăх, пĕр тăван çĕршыв пулмалла. Тăван чĕлхепе хутшăну чĕлхине те пĕр пекех хисеплеме вĕренер те, хамăра пуянрах та тасарах туйма тытăнар.
Иван ЕФИМОВ,
чăваш халăх академикĕ.
Авăркас район
ӗ, Пушкăртстан.

«Урал сасси» хаçатран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев