Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халӑх контролӗ пӗр канми ӗҫлет

"Халӑх контрольне" www.uslugi.tatarstan.ru порталта ҫырма пулать. Унта регистрациленмелле, кирлӗ категорине суйласа илмелле, тӗрӗс адрес кӑтартмалла, кӗскен проблема ҫинчен каласа памалла, фотоматериалсем ҫирӗплетмелле

Февраль уйӑхӗнче Тутарстанра пурӑнакансем муниципаллӑ ҫулсене пӑхса тӑрасси пирки ТР "Халӑх контрольне" 3425 уведомлени ярса панӑ. Ҫакӑн ҫинчен Этем прависемпе уполномоченныйӑн Аппаратӗнчен пӗлтернӗ.

Пӗр уйӑхра "Халӑх контролӗ" 9213 обращени илнӗ, вӗсенчен 5625-шне татса панӑ.
Ҫулсене пӑхса тӑрассисӗр пуҫне тутарстансем территорине тирпейлесси пирки те ҫырнӑ (2229 уведомлени). Ҫавӑн пекех "Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх услугисем", "Тулашри рекламӑри йӑнӑшсем", "Ҫулпа ҫӳрессине йӗркелени" категорисемпе нумай сообщени килет.
Татса панӑ заявкӑсен шучӗпе Ҫырчалли, Элмет, Анат Кама, Елабуга, Пӗкӗлме, Заинск, Ешӗлвар малта пырать. Унта татса панӑ ыйтусен пайӗ 64-100% ҫитнӗ.
"Халӑх контрольне" www.uslugi.tatarstan.ru порталта ҫырма пулать. Унта регистрациленмелле, кирлӗ категорине суйласа илмелле, тӗрӗс адрес кӑтартмалла, кӗскен проблема ҫинчен каласа памалла, фотоматериалсем ҫирӗплетмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев