Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халӑх контролӗ тӗлӗрмест

Октябрь уйӑхӗнче Тутарстанра пурӑнакансем "Халӑх контролӗ" системӑна 13033 уведомлени янӑ тесе пӗлтерет ТР этем прависемпе уполномоченнӑйӑн пресс-служби

 "Территорисен комплекслӑ тирпейлевӗ" категорипе пуринчен ытларах заявка килнӗ – 4455 уведомлени. "Муниципаллӑ ҫулсене тытса тӑрасси тата юсасси" категорипе 2144 заявка килнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта "Урамри ҫутта йӗркелесси" – 771 уведомлени.

"Халӑх контрольне" килнӗ заявкӑсенчен 6443-шне татса панӑ. 3793-шӗпе ӗҫсем тума палӑртнӑ, 2199 заявкӑпа система модераторӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтра татса панӑ жалобӑсен хушшинче темиҫе ҫул каялла хӑварнисем те пур. Яваплӑ ҫынсем вӗсене пурнӑҫлассинчен пӑрӑнни те паллӑ. ТР Этем прависемпе полномочиллӗ представителӗ Сария Сабурская хӑй хутшӑнсан тин ӗҫ вырӑнтан тапраннӑ тӗслӗхсем те пур.
Уйрӑммӑн илсен, Хусанти Сахаров урамӗнче тротуар сарма 2013 ҫултанпа ыйтнӑ, Лайӑш районӗнчи ҫула юсама 2016 ҫултанпа, Чистайра асфальта тирпейлеме – 2017 ҫултах ыйтнӑ пулнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев