Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халӑх вӗрентӗвӗн аталану сукмакӗсем нумай

Тутарстанра ҫулсерен тӑван чӗлхепе литература олимпиадисем иртеҫҫӗ. Республикӑри ытти тӗп халӑхсемпе пӗрле унта чӑвашсем те хутшӑнаҫҫӗ. Удмурт, мари вӗренекенӗсемпе танлаштарсан, чăваш ачисем олимпиадăра пуринчен те ылтарах. Çавăнпа та вӗренӳре малта пыракансемпе ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗсем тата «Сувар» хаçат ӗçченӗсем тӗлпулас терӗмӗр

 Пуласлăхра наци культурипе тăван чӗлхене аталантаракансем шăпах вӗсем пулаççӗ-çке. Çакна шута илсе Шкул ачисен наци вӗрентӗвӗн «Аталан» форумӗн интерактивлă «Юман» пӗлӳ лабораторийӗн пӗтӗмлетӳ тапхăрне шăпах вӗсемпе ирттерме шутларăмăр.

Раçтав уйăхӗн 21-мӗшӗнче Хусан çумӗнчи Дербышкинчи «Туслăх» олимпиада центрӗнче Чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн хастарӗсемпе вӗсен аслă наставникӗсене 42 вӗренекен тата учительсем кӗтсе илчӗç.

ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев пухăннă вӗренекенсене пӗлӳ çулӗ çинче нумай çитӗнӳ тума сунчӗ, çак ӗçре вӗсене тăван чӗлхене лайăх пӗлни пулăшасса шаннине пӗлтерчӗ. ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе, ТР Халăхсен Ассамблеипе, ТР Халăхсен Туслăх Çурчӗпе пӗрле ирттерекен форумăн пӗрремӗш тапхăрне республикăри 62 шкултан 450 ытла вӗренекен хутшăнни – «Аталан» проектăн çитӗнӗвӗсенчен пӗри. Кунта пирӗн çамрăксем хастар пулни те пысăк пӗлтерӗшлӗ. Константин Анатольевич районсенчен килнӗ чăваш чӗлхи учителӗсене форума хутшăннă ачасем валли Сертификатсем пачӗ.

Мӗн ăнлантарасшăн пулчӗç-ха шкула çӳрекенсене унтан вӗренсе тухнисем? Чăваш чӗлхи килтен, касран, ялтан тухсан та кирлӗ пулнине. Çакна вӗсем хăйсен пурнăçӗнчи тӗслӗхсемпе çирӗплетсе пачӗç. Çакнашкал пысăк еткерлӗхлӗ халăхăн чӗлхи малалла та пурăнмалла, ку вара çамрăксенчен, вӗсен лидерӗсенчен килет.

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă «Тăван чӗлхе эс манăн чӗрере» конкурса хутшăннă тата унта çӗнтернӗ ачасене Дипломсемпе чысларӗ. Вӗсене парнелӗх панă кӗнекесен хушшинче тин çеç пичетленсе тухнă «Шурăмпуç» журнал та, Ирина Трифонова çырнă «Тăлăх» кӗнеке те пурччӗ. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ республикăри чăваш çыравçисен союзӗнче çамрăксен секцине йӗркелесси çинчен те пӗлтерчӗ вӗренӳ отличникӗсене.

Хусанти вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗн заведующийӗ Сильвия Чаркина сăмахӗсем тăрăх, çак олимпиадăна килнӗ вӗренекенсен хушшинчен чăвашсен пулас çыравçисем тухмалла. Мӗншӗн тесен кунта чăвашла чи лайăх пӗлекен ачасем пухăннă.

​ «Сирӗнпе тăван шкулăр мăнаçланать, эпир те хисеплетпӗр. Малашне те çавăн пек тăван чӗлхене лайăх вӗренсе юлăр. Анне чӗлхи нихçан та сиртен ниçта та каймасть. Манăн пӗрле вӗреннӗ юлташ Францире пурăнать. Халӗ Парижра чăваш центрӗ уçнă, мероприятисем ирттереççӗ. Пирӗн чӗлхе вăл кайăк юрри пек. Çавăнпа юратăр ăна: çырăр сăвăсем, юрлăр, ташлăр. Пирӗн пек хитре чӗлхеллӗ халăх вăл сайра», – терӗ Сильвия Николаевна.

Олимпиадăна килнӗ чăваш ачисем виçӗ ушкăна пайланса «Аталан» пӗрлешӳ хатӗрленӗ квеста хутшăнчӗç. Виçӗ станци витӗр иртмеллеччӗ вӗсен, кураторсем хушă ӗçе пурнăçламаллаччӗ. Çӗнтерӳçӗсене палăртса тăмарӗç. Хӗл Мучинчен – Хусанта пурăнакан маттур чăвашсенчен – Шупашкарти шоколад фабрики кăларнă пылак парнесем илме пурте тивӗçлӗ пулчӗç.

ТР ЧНКА Канашӗ çак мероприятие ирттерме пулăшнăшăн ТР Вӗрентӳпе наука министерствине тав тăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев