Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хальхи вӑхӑтра Хусанта 4311 тӳлевлӗ парковка вырӑнӗ ӗҫлет

Малтан тӳлевлӗ парковкӑсем Хусанӑн варринче кӑначчӗ. Халӗ ак «Белые цветы» бульвар ҫывӑхӗнче тата 11 урамра пулӗҫ вӗсем

Пурӗ Тутарстанӑн шӗкӗр хулинче 1700 парковка вырӑнӗ пулать. Ҫак участоксенче хула влаҫӗсем ҫул знакӗсемпе информаци щичӗсене, парковка оборудованине вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Парковкӑсем хӑҫантан ӗҫлеме пуҫласси хальлӗхе паллӑ мар. 

Хальхи вӑхӑтра Хусанта 4311 тӳлевлӗ парковка вырӑнӗ ӗҫлет. Пурӗ вӗсен шутне 6000 ҫитерме палӑртнӑ. 

Ку плана хула влаҫӗсем пӗлтӗрех ӗҫе кӗртме шутланӑ пулнӑ, анчах та пандемине пула   сроксене куҫарма тивнӗ. 

Хӑш-пӗр урамсенче хула ҫыннисем хайсем тӳлевлӗ парковкӑсем тутарасшӑн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев