Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хальхинче элшелсем малта

Коронавирус пандемийӗ пек лару-тăрусем Тутарстан экономикин 2030 çулчченхи аталанăвӗн стратегине тӳрлетӳсем кӗртсен те тӗллев, регионти пӗтӗм продукта 5 триллион тенке çитересси, улшăнмалла маррине палăртрӗ ТР Президенчӗ Р.Минниханов февралӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ ТР Экономика министерствин анлă коллегийӗнче

ХАЛЬХИНЧЕ ЭЛШЕЛ МАЛТА!

 Экономикăна аталантарма кашни район хăйӗнчен тӳпе кӗртмелле, урăхла каласан, пӗчӗк, вăтам бизнеса аталанма майсем туса памалла. Ял хутлăхӗсем вара  халăха закон çӗнӗлӗхӗсемпе вăхăтра паллаштарса тăнисӗр пуçне хăй ӗçне пуçарас кăмăллисене пур енчен пулăшу памалла.

Ку ӗçе мӗнле тӗрӗс те тухăçлă йӗркелемеллине «Чи лайăх муниципаллă практика» Пӗтӗм Раççей конкурсӗ, тӗрӗсрех каласан, çӗнтерӳçӗсен опычӗ вӗрентет. Темиçе номинаципе иртекен конкурсăн республикăри тапхăрӗнче 2020 çулта I вырăна Пăва районӗнчи Элшел ял хутлăхӗ йышăнса регион чысне Пӗтӗм Раççейре хӳтӗлерӗ. Çӗршыв шайӗнче малти вырăнсене йышăнаймарӗ пулин те, чăваш ялӗн опычӗ ытти регионсемшӗн усăллă пуласси иккӗленӳллӗ мар, мӗншӗн тесен финала тухнă конкурсантсен практикине шута илеççӗ. Çакна РФ Экономика аталанăвӗн министерствин Тав çырăвӗ те çирӗплетет. Ăна Пăва районӗн ертӳçипе Ранис Камартдиновпа Элшел ял хутлăхӗн пуçлăхне Валерий Сюрмина ТР Президенчӗ Р.Минниханов ТР Экономика министерствин анлă коллегийӗнче пачӗ. Элшелсене эпир те çак пысăк çитӗнӳпе саламлатпăр! Малалла та хавхаланса ӗçлеме ăнăçу сунатпăр!
 Ирина КУЗЬМИНА.
Сăнӳкерчӗкре: ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов В.П.Сюрмина саламланă самант.

 Сăнӳкерчӗк www.tatarstan.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев