Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халӑхпа тӳрӗрен калаҫни чылай йывӑрлӑха ҫийӗнчех татса пама пулӑшать

Хӗрӳ линипе кӑна 700 шӑнкӑрав килнӗ, социаллӑ сетьсемпе 600 яхӑн

 

Рустам Минниханов тӳрӗ эфира килнӗ ыйтусене татса пама хушнӑ.
Тутарстан Президенчӗ 2020 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче республикӑра пурӑнакансенчен килнӗ ыйтусене татса пама район пуҫлӑхӗсен, ведомствосемпе министерствосен ертӳҫисен пысӑк яваплӑх уйӑрмалла тенӗ.
"Кӗҫнерникун тӳрӗ эфир вӑхӑтӗнче пире республикӑра пурӑнакансенчен нумай ыйту килчӗ. Хӗрӳ линипе кӑна 700 шӑнкӑрав килнӗ, социаллӑ сетьсемпе 600 яхӑн. Ҫулсен пахалӑхӗ пирки, транспорт ҫукки, благоустройство, шкулсенчи, ача сачӗсенчи вырӑнсем тата ытти пирки те ыйтаҫҫӗ. Хула ҫумӗнчи ҫурт-йӗр комплексӗсенче пурӑнакансенчен нумай ыйту килчӗ", – тенӗ Рустам Минниханов ТР Правительство Ҫуртӗнчи канашлура.
Тутарстан Президенчӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсемпе ҫакнашкал тӳрӗ диалог влаҫ органӗсемшӗн усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӑл обществӑшӑн ҫивӗч ыйтусене оперативлӑ пӑхса тухса татса пама май парать.
#Минниханов #ПрезидентТатарстана #Татарстан

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев