Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ

 Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӑна 2005 ҫултах ҫирӗплетнӗ, анчах та нумайӑшӗ халӗ те вӑл кун мӗн пулса иртнине, мӗншӗн ҫак датӑна патшалӑх уявӗ валли суйласа илнине пӗлмеҫҫӗ. 

Кӗске справка. 1612 ҫулта октябрӗн 22-мӗшӗнче (кивӗ стильпе) Кузьма Минин тата Дмитрий Пожарский ертсе пыракан халӑх ополченийӗ Мускава поляксенчен хӑтарнӑ. Интервентсене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн Раҫҫейре 15 ҫуллӑх Смута вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ. Темиҫе уйӑхран Земство соборӗ Мускавра ҫӗнӗ патшана – Михаил Фёдорович Романова суйласа лартать.

Ҫак ҫӗнтерӳ Раҫҫее нумай нациллӗ, нумай конфессиллӗ уйрӑм патшалӑх пек упранса юлма май панӑ. Мӗншӗн тесен ополченине кӗрекенсем пӗрлешсе ҫӗнтерме пултарнӑ. Ҫавӑнпа Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ те пире пӗрлешме хистет.
Сӑмах май, ноябрӗн 4-мӗшӗнче Хусан Турӑ Амӑшӗн турӑшӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев