Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хальлӗхе рекомендацисем çеç-ха

Раççейре, пӗтӗмӗшле илсен, Covid-19-па чирленисен шучӗ ӳссе пырать, анчах çӗршыв регионӗсен хушшинче ӳсӗм темпӗсем тӗрлӗрен. Çакăн çинчен Раççей Роспотребнадзорӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.

«Раççей Федерацийӗн субъекчӗсенче эрнери чирлеслӗх кăтартăвӗсем 100 пин халăх шутне 50 çын тӗслӗхӗнчен иртсен, общество вырăнӗсенче, çынсем пухăннă вырăнта, транспортра, хупă çӗрсенче – ӗç е вӗренӳ вырăнӗнче – маскăсем тăхăнма рекомендацилетпӗр», – тесе çырнă Роспортребнадзорăн ертӳçи Анна Попова ведомствон территорисенчи уйрăмӗсене ярса панă çырура.  

Роспотребнадзорта палăртнă тăрăх, чирленӗ тӗслӗхсенчен çуррине яхăн хăйсем çине Мускав, Санкт-Петербург, Мускав облаçӗ илеççӗ. Çав вăхăтра, тӗслӗхрен, Архангельск облаçӗнче чирлеслӗх чакать.

Ӗнертенпе Бурятире маска режимне çӗнӗрен кӗртнӗ, регионра пурăнакансем общество вырăнӗсенче тата обществолла тарнспортра маскăсем тăхăнса çӳремелле.

Иртнӗ эрнере Тутарстанра коронавируспа чирлесси ӳснине пула, республика Президенчӗ ӗç коллективӗсенче маска режимне çӗнӗрен пуçарма явапланă тата халăха ревакцинацилессине вăйлатма хушнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев