Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хам валли мар!

– Шăна кăмпи тӗл пулсан тат-ха ман валли. – Юрать, анне.


Вăрман! Çулталăкăн хăш вăхăтӗнче те вăл илемӗпе тыткăнлать. Çуркунне – чӗвӗлти кайăксен сассипе киленетӗн, çулла – пуянлăхӗпе, кӗркунне – тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗкӗпе. Урамра çулçăсене сарă, хӗрлӗ, хăмăр тӗс çапа пуçласан кашкăр пек вăрманалла турта пуçлать. Кăçал та вилеп кăмпана каяс килет. Тем пек туртать вăрман хăй патне. Ытти çул утă вăхăтӗнчех темӗн чухлӗ кăмпа шăтса тухатчӗ вăрманта. Кăçал çук вӗт, çумăрӗ те пулмарӗ, кăмпи те шăтмарӗ, эпӗ те вăрмана каяймарăм. Тӗрӗссипе, илсе каякан пулмарӗ. Хам эп вăрманта çӳреме пӗлместӗп, кăмпа шыракаласа унталла-кунталла пӗр ик-виç еннелле çаврăнкаласанах çӗтсе каятăп. Туп вара шыраса хăш енчен пырса çакланнă эсӗ çак уçланка? Те унталла каймалла, те кунталла? Анчах та вăрман туртать хăй патне. Кӗркунне пӗрре те пулин кăмпана кайса килмесен чунра лăпкă мар.
Пӗр каçхине телефон шăнкăртатрӗ.
– Аля, кăмпана пыратăн-и? Эпир ыран мăшăрпа вăрмана каясшăн. Çула май кăмпа шырăпăр. Кăçал çукрах теççӗ те, ав, пирӗн пӗлӗшсем кайнă та, сехет хушшинче иккӗшӗ пӗр карçинкка пуçтарнă тет. Нумай çӳренӗ пулсан пӗрер карçинкка та тупаттăмăр теççӗ. Атя, уçăлмалла эпир те тухса кӗрер, – илтӗнчӗ телефон провочӗн тепӗр енче чӗвӗлти Верккан çепӗç сасси.
– Каяр, ма каяс мар? Эп хаваспах. Пӗлетӗн вӗт эп çутçанталăка тухма нихăçан та хирӗç пулманнине, – терӗм хӗпӗртесе.
– Ыран ирпе çичӗ сехетре сан çурту умне машинăпа çитетпӗр вара. Хатӗрленсе тăр, – терӗ те юлташăм телефон кӗпçине хучӗ.
Ырă та пулса кайрӗ чунра. Вăрман! Вăрман кӗтет мана! Хампа хам савăнса, хваттерте юрласа-ташласа çӳретӗп. Сисмен те, хăш вăхăтра пӳлӗме анне пырса кӗнине.
– Эс мӗн ухмахланатăн? Кӗвӗсӗр ташласа çӳретӗн хваттер тăрăх?
– Савăнтăм-ха, анне. Веркка шăнкăравларӗ, ыран мана кăмпана кайма чӗнет. Çавăнпа ташлакаласа çӳретӗп.
– Э-э-э! Юрать эппин! Хулари хваттерте тăватă стена хушшинче лариччен уçăлса кил. Тата, манса кайиччен калам-ха. Зина аку шăна кăмпинчен ыратакан урине, шăмă сыпписене сӗрмелли эмел шӗвекӗ хатӗрленӗ. Хӗрлӗ шӗлепкеллӗ шăна кăмпине банкăна тултарнă та çиелтен спирт янă. Тем вăхăт хушши тӗттӗм вырăнта тытнă хыççăн суракан урисене сӗретӗп тет, пулăшать тет. Эпӗ те çапла туса пăхасшăн. Шăна кăмпи тӗл пулсан тат-ха ман валли.
– Юрать, анне.
Калаçнă – татăлнă. Тепӗр кун ирхине машина пирӗн çурт умне килсе чарăнчӗ.
Калаçса кулса пынă май вăрмана мӗнле çитнине те сисмерӗмӗр. Хăш еннелле кайнине те асăрхаса юлмарăм. Пы-ы-ысăк вăрман хӗрринче Веркка упăшки Çеруш машинине чарчӗ.
– Вçо. Çитрӗмӗр. Кунта кăмпа пулмаллах. Пӗр çул та ку вырăнтан кăмпасăр таврăнса курман-ха, – терӗ вăл аллисене сăтăркаласа. Эсир манпа пыратăр пулсан кая ан юлăр вара. Унсăрăн çӗтсе каятăр. Хăраканнисем машина çывăхӗнче кăна çӳреме пултараççӗ, – асăрхаттарчӗ арçын пире.
Эпир Верккапа пӗр-пӗрин çине пăхса илтӗмӗр те кулса ятăмăр. Паллах, эпир унран юлмастпăр. Çӗтсе кайсан ку вăрманта упа та çисе ярӗ.
– Турăпа пӗрле, – тесе Çеруш хӗрес хыврӗ те вăрманалла кӗчӗ. Эпир хыçалтан чупрăмăр. Кăмпа шырас та килет вӗт, тупсан пит кăмăллă. Çук çав, Çеруш хыççăн ӗлкӗрмелле, çӗтсе юлма юрамасть. Çитменнине, кăмписем те çулçă ăшне пытаннă. Пурӗпӗр пуçа усса кăмпа шыратăп. Алла патак та тытрăм, пулăшакан пултăр тесе. Тăрук, кӗтмен савăнăç – кăмпа курах кайрăм. Малалла пăхатăп, Верук та кутне тăратнă, кăмпа пуçтарать. Кунтах-ха юлташăм тесе лăпланса пӗр васкамасăр, киленсе кăмпана татса карçинккана хутăм. Пуçа çӗклерӗм, Веркка хăй вырăнӗнчех-ха, çаплах кăмпа пуçтарать. Васкамасăр малалла кăмпа шыратăп. Тепре тупрăм. Каллех савăнтăм.
– Веркка, эс мӗн пӗр вырăнтах тăратăн? Кăмпу çав териех нумай-им? – утрăм юлташăм тăракан вырăналла.
Хирӗç чӗнекен пулмарӗ. Ара, пăхатăп та вăл тăнă тесе шутлакан вырăна – кăткă йăви лара парать иккен. Эп ăна Веркка тесе. «Пӗтрӗм!» – пулчӗ пӗрремӗш шухăш.
А-а-у-у та, у-у-а-а тесе те кăшкăрса пăхрăм, сасă паракан пулмарӗ. Хăранипе куçăм та курма пăрахрӗ. Тавралăх та тӗксӗмленчӗ пек. Те пур кăмпа, те çук – курмастăп. Чӗре сиксе тухас пек тапать. Каялла машина патне тухас – хăш еннелле утмаллине ăнкараймастăп. Тарласа кайрăм. Шанăçа пурпӗр çухатмастăп. Пӗр еннелле кайса пăхас-ха тесе çич-сакăр утăм турăм та – юмах тӗнчине çаклантăм! Ман умра тухья тăхăннă сарпикесем пек шăкăрин шăна кăмпи ларать. Курса тăранма çук. Анне сăмахӗ аса килчӗ. Карçинккара ик кăмпа кăна, вӗсене кăларса ывăтрăм та савăта шăна кăмпипе тултартăм. Каллех чун савăнать, юрлать. Пӗр вырăнта тăрас килмест, малаллах утатăп. Васкамасăр. Çутçанталăкпа киленетӗп. Халӗ ӗнтӗ кăмпа та шырамастăп. Манăн карçинкка тулнă. Урăх хумалли çук. Хам çӗтсе кайни пирки те мантăм. Хутран-ситрен а-у-у! тесе кăшкăрса илетӗп. Тăрук манран инçех те мар хирӗç сасă паракан тупăнчӗ. Çăлăр! тетӗп. Самантран ума виçӗ çын тухса тăчӗ: икӗ çамрăк хӗрарăмпа пӗр арçын. Пурин те карçынккисем туп-тулли. Эппин, чăнах та кăмпа пур ку вăрманта.
– Çӗтсе кайрăм, тархасшăн, пулăшăр çул çине тухма, – тетӗп куçӗсенчен тархасласа пăхса.
–​ Илсе тухатпăр, кинемей, илсе тухатпăр, – терӗç хайхисем пӗр харăссăн. – Эсир çулран инçех те мар вӗт. Пӗр ик çӗр метр кăна утнă.
– Нимӗн те пӗлместӗп, пуç çаврăнсах кайрӗ. Таçталла каймалла. Илсе тухăр çул çине. Эсир тулли карçинккасемпе тухатăр ав вăрмантан. Кăмпа пур-им? – интересленнӗ пек тăватăп нимӗн калаçма аптăранă енне.
– Пур. Эсир те тупнă курăнать, – чеерех пăхаççӗ ман çине çул юлташсем.
– Тупрăм çав, телей пулчӗ, – тетӗп ним ăнланмасăр.
– Каçарăр та, эсир тӗрӗс мар кăмпасем пуçтарнă пек туйăнать пире, – теççӗ хайхисем аптăранă енне.
– Пӗлетӗп. Эп хам валли пуçтарман вӗсене, анне валли, – хуравлатăп лăпкăн.
– Шăна кăмпине аннӳ валли? Илемне пăхмасăр вăл наркăмăшлă кăмпа пулнине пӗлетӗр-и? – куçӗсене чарса пăрахрӗç çамрăксем.
– Пӗлетӗп, – терӗм каллех лăпкăн. – Çавăнпа пуçтартăм та.
– Ырă кăмăллă хӗрача çитӗнтернӗ сирӗн аннӳ, – терӗç çул юлташсем пӗр-пӗрин çине пăхса. Тăнлавне пӳрнепе çавăрса кăтартакан та тупăнчӗ. Асăрхаман пек пултăм. Юрать машина патне тухса ӗлкӗртӗмӗр. Унсăрăн çул юлташсем мана вăрмантах пăрахса хăваратчӗç.
– Телейлӗ эсир. Пӗр япалана кăна ăнланмастпăр, мӗнле Вупăр карчăк вăрманта çухалса кайма пултарнă? – терӗç уйрăлнă чух çамрăксем ман çине çиллессӗн пăхса.
Пӗрер сехетрен Верккапа Çеруш та вăрман хӗрринче курăнса кайрӗç. Çутçанталăк вӗсене те пайсăр хăварман, хăйӗн тулăх çимӗçне ытлашшипех тыттарса янă. Вӗсем мана, машина кутӗнче шăна кăмписемпе киленсе ларнине курсан тăраниччен кулчӗç. Мӗнех, кулччăрах. Чи пахи – вăрманта пулни!
Елена​ МУСТАЕВА.


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Калав