Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хамăр ӗçе лайăх тусан пирӗн хоккей вилмест

Хоккейпе Раççей сборнăйӗн тата «Салават Юлаевăн» тренерӗ пулнă Вячеслав Быков КХЛа кӗрекен командăсенчи легионерсем контракчӗсене татса хăйсен çӗршывӗсене таврăнни пирки хăйӗн шухăшне пӗлтернӗ

«Политика тахçантанпа спорта кӗчӗ кăна мар, унта хăйӗн условийӗсене диктоват тăвать. КХЛ легионерӗсемпе пулса иртни мана тӗлӗнтермест, спорт – заложник пулса тăчӗ. Ют çӗршыврисенчен кама та пулин тӗллесе чулпа пемен пулăттăм, мӗншӗн тесен кашнийӗ хăйӗн çулне суйласа илет. Ман шутпа ку чухне эпир хамăрăн спорта тӗрев памалла, пирӗн çамрăк спортсменсем валли вырăнсем пушатмалла, вӗсем паллă ăмăртусене хутшăнччăр. Эпӗ Вячеслав Фетисов каланипе килӗшетӗп, пирӗн Раççейре хамăрăн хоккея аталантармалла! Пысăк класслă вылякансем пăрахса кайни пирки кулянма пулать, анчах та ку вӗсен суйлавӗ. Хамăр ӗçе лайăх тума тăрăшмалла», - тенӗ вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев