Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хамăр çӗршывшăн тата хамӑр ачасемшӗн

Мартăн 16-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин регионсене социаллă-экономика тӗревӗпе тивӗçтерессипе анлă канашлу ирттерчӗ. «Эпир пуçарнă кӗрешӳ вăл – хамăрăн суверенитетшăн, хамăрăн çӗршывшăн тата хамăр ачасемшӗн пуçланă кӗрешӳ. Раççей пулса юлассишӗн кӗрешӗпӗр эпир», – терӗ Владимир Путин.

​Çӗршыв ертӳçи регионсен социаллă экономикине тӗрев пама йышăннă çӗнӗ мерăсем, санкцисем, ятарлă çар операцийӗ, Киевпа ӗçлӗ калаçусем, Анăç çӗршывӗсен русофобийӗ чикӗрен тухса кайни, вӗсем Раççее айван та пайланса кайнă çӗршыв пек курас килни çинчен нумай калаçрӗ. Правительствăна Раççей экономикине вăйлатма хушусем пачӗ, социаллă тӳлевсен, чи пӗчӗк ӗç укçин шайне ӳстерессине, бизнеса пур енлӗн тӗрев парассине пӗлтерчӗ. Раççей компанийӗсен тата уйрăм çынсен ют çӗршыври активӗсене арестлени çинчен каласа пурлăха упраса хăвармалли чи шанчăклă мел ăна çӗршывра хăварасси тесе çирӗплетрӗ. Регион пуçлăхӗсене Владимир Путин çынсене пурăнма чи кирлӗ таварсемпе тивӗçтересси татăлмасăр ​ йӗркеленсе пымалли, планри проектсене пурне те пурнăçламалли çинчен каларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев