Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăш районта ӗнесем ытларах чирлеççӗ?

Ӗне-выльăх лейкозӗн вирусӗпе чирлесси республикăра чакса пырсан та, сисчӗвлентерекен районсем пур-ха. Хăш-пӗринче чирпе кӗрешес ӗçе малалла тăсмалла, теприсенче вăйлатмалла та. Çапла пӗлтернӗ ТР Министрсен Кабинечӗн Ветеринари управленийӗн ертӳçи Алмаз Хисамутдинов.

2021 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, Камско-Устьински, Лениногорск, Çӗнӗ Шуçăм районӗсенче ӗнесем ытларах чирлеççӗ, Лайăш, Актаныш, Çарăмсан, Спас, Кайпăç, Элкел районӗсенче те йывăрлăхсем пур.

Алмаз Хисамутдинов сăмахӗсем тăрăх, лейкоза хирӗç кӗрешес ӗç Саба, Атня, Балтаси, Заинск, Арск, Тукай, Кукмор, Елабуга, Сарман, Тюлячи  районӗсенче аван пырать. Пӗлтӗр кунта чирленӗ çӗнӗ пӗр тӗслӗх те пулман, 30 хуçалăхри ӗнесене сыватнă. Хальхи вăхăтра лейкозпа чирлесси республикăра 5 процентпа танлашать, 2020 çултипе танлаштарсан 3,7 процент сахалрах ку. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев