Хатӗрленнӗ чух чи кирли – тăтăшлăх
УМРА – ПАТШАЛĂХ ЭКЗАМЕНӖСЕМ
Ыран, майăн 22-мӗшӗнче, вăтам шкулсенчен вӗренсе тухакансемшӗн юлашки шăнкăрав янăрать – вӗрентӳ учрежденийӗсенче шкул пӗтернӗ ятпа йӗркеленӗ чаплă линейкăсем иртӗç. Умра вара патшалăхăн пӗрлехи экзаменӗсем (ППЭ). Вӗсем пуçланиччен пӗр эрне ытларах кăна вăхăт юлчӗ. 11 класс пӗтерекенсем те, ашшӗ-амăшӗсем те хумханаççӗ, канăç тупаймаççӗ. Малашнехи шăпа экзаменсене мӗнле панинчен килет-çке-ха. Палăртса хунă çӗре вӗренме кӗмелӗх балсем пуçтарайӗ-и экзаменсенче?.. Çакăн пек кăткăс тапхăрта мӗнле лăпланма пӗлмелле-ха, ашшӗ-амăшӗн ачине мӗнлерех тӗрев памалла кун пек чух? Акă мӗнле сӗнӳсем параççӗ психологсем.
1. Ачана хăратмалла мар. Хытă хăратсан вӗренекен хăйне халсăр туйма пуçлама пултарать. «Пурпӗр пултараймастăп, тăрăшни те усси çук», – текен шухăш çирӗпленме пултарать ун пуçӗнче.
2. Ачан пултараслăхне тӗрӗс хакламалла. «Эс пирӗн чи ăсли, 100 баллăхах параян», – тесе ӳстерсе калани тӗрӗс мар. Вӗрентекенпе калаçса ачăрăн хăш темăсемпе йывăрлăхсем пуррине ыйтса пӗлӗр, чи кирлине тепӗр хут пăхса тухмалăх вăхăт пур-ха. Ума пурнăçлама пултаракан тӗллев лартмалла.
3. Ытлашши кулянса эмоцисене çиеле кăлариччен ӗçне туни усăллăрах. Ачăра ан вăрçăр. Татса паман ыйтусене пӗрле ларса, тӗплӗн калаçса татса памалла.
4. Ачăр çӗнӗ пӗлӗве еплерех майпа хăвăртрах ăса хывнине ăнланса илме тăрăшăр: кама-тăр блок-схемăсем, таблицăсем пулăшаççӗ, кама-тăр ахаль сăмахсемпе каласа ăнлантарни кирлӗрех.
5. Хатӗрленнӗ чух чи кирли – тăтăшлăх. Эрнере пӗрре çур кун хатӗрлениччен кашни кун çуршар сехет те пулин мӗн вӗреннине аса илни, пӗлменнине вӗренни усăллăрах.
6. Шкул пӗтерекен ывăлăрпа е хӗрӗрпе вăл патшалăхăн пӗрлехи экзаменӗсенче пысăк балсем пухаймасан мӗн тăвасси пирки калаçу ирттермелле. Ачăр пуçӗнче çак шухăша çирӗплетме тăрăшăр: пысăк балсем пухаймасан та ним хăрушши те çук, пурнăç малалла тăсăлать. Урăх аслă шкула е колледжа вӗренме кӗме тăрăшса пăхма та пулать-çке. Кăçал пулмасан тепӗр çул ăнма пултарать. Çынсем аслă çулсенче те вӗренме кӗреççӗ-çке.
7. Ачăра ун пурнăçӗнче хумхануллă самантсем халиччен те пулни, вăл вӗсенчен çӗнтерӳçӗ пулса тухни пирки аса илтерӗр. Çакă ăна хăйӗн вăйне туйса илме пулăшӗ.
Эльвира НИКОЛАЕВА
хатӗрленӗ.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев