Ҫӑхав ҫыракансем ытларах хӗрарӑмсем

Кунне тӗрӗслеме 290 заявка килет. Ҫав вӑхӑтра ҫӑхавсен 36 процентне тӗрӗс мар ҫырнӑшӑн модераторсем йӑнӑшсене тӳрлетме каялла тавӑрса параҫҫӗ
Кӑҫал, январьпе июнь уйӑхӗсен хутлӑхӗнче "Халӑх контролӗ" системӑра 40 пине яхӑн заявка регистрациленӗ. Сак кӑтартусем ҫинчен журналистсене ТР Цифра министерствин ертӳҫин ҫумӗ Радик Гисмятов каласа панӑ.
"Пӗрремӗш ҫупҫуллпзра системӑна 39 пин заявка килнӗ, вӗсем пирки пурӗ 27 пин комментарий ҫырнӑ. Граждансем пӗр-пӗрин заявкине 79 пин хут тӗрев панӑ",– тесе пӗлтернӗ министр ҫумӗ.
Ытларах чухне "Народный контроль" системӑпа 25 ҫултан пуҫласа 44 ҫулти ҫынсем усӑ кураҫҫӗ. Ҫӑхав ҫыракансем ҫурри ытла хӗрарӑмсем.
Уҫӑ категорисенчен чи анлӑ сарӑлнисем ҫаксем: территорие тирпей кӗртесси, муниципаллӑ ҫулсене пӑхса юсаса тӑрасси, ҫулпа ҫӳрессине йӗркелени. Хупӑ категорисемпе ҪКХ услугисем малта тата коронавирус сарӑлнине чарасси.
"Халӑх контролӗ" система ӗнтӗ сакӑр ҫул ӗҫлет. Кунне тӗрӗслеме 290 заявка килет. Ҫав вӑхӑтра ҫӑхавсен 36 процентне тӗрӗс мар ҫырнӑшӑн модераторсем йӑнӑшсене тӳрлетме каялла тавӑрса параҫҫӗ.
Муниципалитетсенчи патшалӑх влаҫ органӗсен 800 ытла ӗҫченне килекен заявкӑсемпе ӗҫлеме явӑҫтарнӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
27 января 2021 - 13:07Чӗмпӗр чӑвашӗсен ҫӗнӗ сайт уҫӑлнӑ Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен хыпарӗсене ҫавӑнтан пӗлсе тӑма май пулать000
-
27 января 2021 - 12:48Вакцинаци иртме чӗннисем пурте килмеҫҫӗ Паянхи куна Тутарстанра "Спутник-V" вакцинӑпа 12 134 ҫынна прививка тунӑ. Иккӗмӗш дозӑна 2016 ҫын тутарнӑ ӗнтӗ.1700
-
27 января 2021 - 10:52Ҫӗнӗ медцентрта оборудовани те ҫӗнӗ Медучреждени талӑкӗпех Хусанти Вахитовски, Приволжски, Советски районӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ2200
-
26 января 2021 - 19:43Тонировкӑна ытлашши тӗттӗм тунӑшӑн 300 водителе явап тыттарнӑ ГИБДД сотрудникӗ нарушение асӑрханӑ хыҫҫӑн водителе тонировкӑна нормӑна кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарать9400
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ8100
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр8200
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне9000
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ127700
-
24 января 2021 - 11:37Вăрçăран таврăнсан Иван Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗренсе учитель профессине илнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă.Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ. Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ.20002
-
24 января 2021 - 11:06Раççее хирӗççисем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн-ши? Е мӗнпе вӗçленнӗ çӗршыври митингсем? Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук.Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна.19800
-
25 января 2021 - 18:49Хусанти сывлӑш температури 1985 ҫулхи рекордпа танлашнӑ Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри сывлӑш температури тунтикун -3 градусран пуҫласа +3 градуса ҫити пулнӑ14600
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика