Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӑхавсене йышӑнма пуҫланӑ

Хыпарлакансен правона пӑснӑ куна, сехете, тата вырӑнне кӑтартмалла, тата хӑйсемпе ҫыхӑнмалли телефон номерне ҫырмалла

 


Ҫӗнӗ Ҫул уявӗсенче тутарстансем ҫӗнӗ коронавирус инфекцине пула кӗртнӗ мерӑсене пӑхӑнман ҫынсем ҫинчен Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн ятарлӑ телефон линине шӑнкӑравласа пӗлтерме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ведомство ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина пӗлтернӗ.
"Декабрӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа январӗн 10-мӗшӗччен эпир Тутарстан Республикинче пурӑнакансемшӗн, шӗкӗр хула хӑнисем валли хӗрӳ лини телефонӗсене хута яратпӑр. Республика объекчӗсенче маска режимне пӑхӑнманни, дезинфекци туманни, социаллӑ хутлӑха тытса пыманни - ҫав шутра ҫӗнӗҫулхи мероприятисене ирттернӗ вӑхӑтра та - антиковид профилактикин мерисене пӑхӑнманнине пӗлтерет. Ҫак тӗслӗхсем ҫинчен хыпарлакан шӑнкӑравсене ӗҫ кунӗсенче 236-94-11 номерпе, канмалли кунсенче 238-98-54 номерпе йышӑнатпӑр", – тесе палӑртнӑ спикер.
Ҫавӑн пекех республикӑра пурӑнакансем фотопа видеона rpn.hotline@tatar.ru электронлӑ почта адресӗпе яма пултараҫҫӗ.
Хыпарлакансен правона пӑснӑ куна, сехете, тата вырӑнне кӑтартмалла, тата хӑйсемпе ҫыхӑнмалли телефон номерне ҫырмалла.
Кашни обращенипе Роспотребнадзор ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттерӗҫ.
Управлени анонимлӑ ҫӑхавҫӑсен обращенийӗсене те илӗ, анчах вӗсене тӗрӗслеме хӗн пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев