Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăйӗн сăмахӗшӗн Рамзан Кадыров вырăнтан кайма та хатӗр

Эпӗ Макрон пирки маларах каланă сăмахсене тепӗр хут калатăп, çакна пин хут та калама хатӗр», – тенӗ Чечня Пуçлăхӗ

Францире демократи пирки ăнлантарнă чухне ислам тӗнӗнчен кулакан ӳкерчӗксене шкул ачисене кăтартнăшăн тарăхса пӗр вӗренекен преподавателӗн пуçне каснă пулнă. Эммануэль Макрон Францире радикаллă мăсăльмансене хӗстерме пуçласси пирки пӗлтернӗ. Ислама хирӗç кайма юрамасть тесе ăна Турци ертӳçи Эрдоган асăрхаттарнă хыççăн ирӗклӗ сатира журналӗнче ăна та ӳкерме тытăннă.

Чечня Пуçлăхӗ Рамзан Кадыров мăсăльмансем Макрона «ислам çине тапăннăшăн» каçармаççӗ тесе асăрхаттарнă. Вăл Франци президенчӗ тӗнчери мӗн пур мăсăльмана хирӗç пыни çинчен каланă, вӗсем – икӗ миллиарда яхăн. Кадыров шухăшӗпе, журналсенче мăсăльмансен Мухамед пророкӗнчен кулса тунă ӳкерчӗксене пичетленине демократи аталанăвӗ пек ăнлантарса Макрон тӗрӗс мар тăвать. «Çакнашкал реакцин вӗçӗ питӗ трагедилле пулма пултарать. Франци президенчӗ хальхи вăхăтра хăй террорист пек. Провокацисене тӗрев парса вăл вăрттăн мăсăльмансене преступленисем тума хӗтӗртет», – асăрхаттарнă Кадыров.  

Путинăн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков регион влаçӗсен шухăшӗ Раççей Федерацийӗн халăхсем хушшинчи аренăри позицийӗ мар тесе пӗлтерме васканă.

Çакăн хыççăн Рамзан Кадыров та чӗнмесӗр тăман. Хăйӗн телеграм-каналӗнче вăл çапларах çырнă: «Эпӗ Дмитрий Сергеевичпа килӗшетӗп, çӗршыври тата ун тулашӗнчи хутшăнусем мӗнле йӗркеленнине питӗ аван пӗлетӗп. Анчах французсен темипе эпӗ политик пек мар, мăсăльман çынни пек хам шухăша каларăм. Эпӗ Макрон пирки маларах каланă сăмахсене тепӗр хут калатăп, çакна пин хут та калама хатӗр», – тенӗ Чечня Пуçлăхӗ. Ун сăмахӗсемпе, хăйӗн религине юратакан çын пулнă май, унăн хăй шухăшне калама ирӗк пур. «Çак позицишӗн, кирлӗ пулсан, эпӗ должноçран кайма, хур тӳсме е пурнăçа пама та хатӗр», – тесе хушнă Рамзан Кадыров.

Лару-тăру кăткăсланса пырать. Турцире Франци таварӗсене туянма чарăннă. Паян Ниццăри чиркӳре тепӗр радикаллă исламист çынсем çине çӗçӗпе тапăннă. Полицейскисем ăна персе пăрахиччен вăл виçӗ çынна вӗлерме ӗлкӗрнӗ.

 Чечня Республикин Пуçлăхӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев