Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекен çынсене патшалăх пулăшу парать

Республикăра 66474 самозянятый регистрациленнӗ, ку экономикэн «тӗттӗм» секторӗнче ӗçлекенсен 20,5 проценчӗ легализациленнине пӗлтерет.

2019 çул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Тутарстанра 60 пин ытла самозанятый регистрациленнӗ. РФ Правительствин кăçалхи майăн 29-мӗшӗнче 783 номерлӗ Постановленийӗ тăрăх, Налог служин кăтартăвӗсемпе республикăра хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекенсене пурӗ 138,9 млн тенкӗлӗх субсиди парăнать.

Аса илтеретпӗр, Тутарстана 2019 çулта ятарлă «Налог на проффессиональный доход» налог режимне, урăхла каласан, самозянятыйсенчен куланай илессине пурнăçа кӗртме суйласа илнӗ.

РФ Правительствин çав кунах тухнă 1431 номерлӗ постановленийӗ тăрăх, РФ Налог службине самозанятыйсене, вӗсем 2019 çулта тӳленӗ налога тавăрса пама 1,6 млрд субсиди уйăрнă.
Субсидине уйăхăн 20-мӗш кунӗччен куçарса пырӗç.
Унсăр пуçне, хальхи вăхăтра ӗçлекен самозанятыйсем валли 12130 тенкӗлӗх «налог капиталӗ» парăнать. Унпа самозанятыйсем кăçалхи налогне тӳлеме пултараççӗ. Налог капиталне 2020 çулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 31-мӗшӗччен тӳленмелли налога хуплама параççӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев