Сувар

Хир сыснисен чирне тупнӑ

Уйрӑм хуҫалӑхсенче сысна усракансен ветеринарипе санитари йӗркесене пӑхӑнмалла, сыснасене урама кӑлармалла мар

 

Декабрӗн 24-мӗшӗнче Заинск районӗнчи Карамалински, Багряж, Елхово сунар хуҫалӑхӗсенче путевкӑсемпе тытнӑ хир сыснисенчен илнӗ пробӑсем вӗсенче АЧС пуррине кӑтартнӑ.
Декабрӗн 25-мӗшӗнче ветеринарсем сыснасен Африка чуми диагноза ҫирӗплетнӗ.
2020 ҫулхи декабрӗн 20-мӗшӗнче Тутарстанри Елабуга районӗнче хир сыснисен африка мурне тупса палӑртнӑ.
ТР Ял хуҫалӑхпа апат-ҫимӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, АЧСа ликвидацилес йӗркесемпе килӗшӳллӗн, эпизоди вучахӗсенчи пӗрремӗш хӑрушлӑх зонине кӗрекен ялсенчи сыснасене тата сысна какайне тӗп тума туртса илеҫҫӗ. Ҫак мероприятисене инфекци малалла ан сарӑлтӑр тесе тӑваҫҫӗ.
Сыснасемшӗн тата какайшӑн пасар хакӗпе укҫа тавӑрса параҫҫӗ.
Инфекци сысна усракан предприятисене ан ҫиттӗр тесен, вӗсен ертӳҫисене фермӑсене хупӑ режимра ӗҫлеттерме хушнӑ. Предприятисенче дезинфекци баръерӗсене, санпропускниксене йӗркелеме, автотранспорта туллин дезинфекцилеме, фермӑсенче ӗҫлекенсене атӑсемпе тата тум комплекчӗсемпе тивӗҫтерме сӗннӗ.
Кайӑк-кӗшӗк тата сысна ӳстерекен предприятисенче ӗҫлекен ҫынсен килӗсенче сысна тата кайӑк-кӗшӗк тытма юрамасть.
Уйрӑм хуҫалӑхсенче сысна усракансен ветеринарипе санитари йӗркесене пӑхӑнмалла, сыснасене урама кӑлармалла мар. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: