Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хир-вăрманти чӗрчунсен çыравӗ те пур

Унăн кӗрхи тапхăрӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе Тутарстанра 28 пин мулкач шыраса тупнă. Вӗсем мӗнле ӗрченине шута илсен, çуркуннене ку хисеп самай ӳсмелле.

ТР Биоресурсӗсен патшалăх комитечӗ пӗлтернӗ тăрăрх, чӗрчунсен «кӗрхи переписӗнче» Тутарстанра 28 пин мулкач йӗрне асăрханă.

 «Маршрут учечӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе, республикăра 28105 хăравçă чӗрчун хисепленет. Вӗсен шучӗ стабильлӗ», – тесе пӗлтернӗ ведомствора.

Хальхи вăхăтра русак-куянсем (Lepus europaeus) Тутарстанри кашни районра пурăнаççӗ. Вӗсен шучӗ беляк-мулкачран (Lepus timidus) виçӗ хут нумайрах. Шурă кайăксем пурӗ те 7,5 пин кăна, вӗсем сайра тӗлпулаççӗ. Шурă мулкача Тутарстанăн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев