Хисеп тунăшăн тав

Ачасен аллинче чӗрӗ чечек çыххисем тата аппликаци мелӗпе ăсталанă открыткăсем. Открыткăсем çине пире халалласа илемлӗ сăмахсем çырнă. Мӗн тери кăмăллă!
Эпир, Аксу районӗнчи Савгачево ялӗнче пурăнакан пенсионерсем, кăçал та ытти çулсенчи пекех юпа уйăхӗн 1-мӗшӗнче Ватăсен кунне халалланă уява пыма самай маларах йыхравсем илтӗмӗр. Кӗтнӗ кун çитсе те тăчӗ. Хăнăхнă сукмаксемпе хамăр 30-40 çул ӗçленӗ çӗре – шкула – çитсе те тăтăмăр. Шкул пусми çинчех пире хӗвел шевли евӗрлӗ йăл кулăпа ачасем кӗтсе илчӗç. Аллисенче чӗрӗ чечек çыххисем тата аппликаци мелӗпе ăсталанă открыткăсем. Открыткăсем çине пире халалласа илемлӗ сăмахсем çырнă. Мӗн тери кăмăллă!
Шала кӗрсен пире концерт залне илсе кӗчӗç. Илемлетнӗ сцена çинче В.Захаровăпа В.Иванова ертсе пыракансем уява пуçлама хатӗр тăраççӗ. Кунтах В.Егоров композитор, юрăçă тата баянист, шкул ертӳçисем А.Музилеев, Н.Моисеева, Т.Романова йӗркелӳçӗ тата ытти вӗрентекенсем. Вӗсем пире ырă сăмахсем каласа, тăвăллăн алă çупса кӗтсе илчӗç. Владимир Павлович Егоров ачасене эпир юратакан юрăсене юрлаттарса пире савăнтарчӗ. Кун пек хаваслă лару-тăрура шыв сыпнă пек ларайăн-и – хамăр та ачасемпе пӗрле юрă хыççăн юрă шăрантарма пуçларăмăр.
Л.Ф.Васильевсăр пӗр мероприяти те иртмест. Хальхинче те вăл хăйӗн репертуарӗнчи юрăсемпе савăнтарчӗ пире. Маттур, ӗçчен ача! Концерт вӗçленсен пурте пӗрле асăнмалăх сăн ӳкерӗнтӗмӗр. Унтан пире тулăх сӗтел хушшине лартса хăналарӗç. Тутлă ӗçме-çиме хатӗрленӗ шкул поварӗсем, вӗсене чӗререн тав. Пире хисеп туса çакăн пек кăмăллă уяв йӗркелесе паракансене пурне те пуç таятпăр.
Савгачево ялӗнчи пенсионерсен ятӗнчен Валентина ТИМОФЕЕВА. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
28 февраля 2021 - 12:02Беловкăсен «Хамăр ялӗ» Ялта клубри ытти юрă-ташă ушкăнӗсемпе концерт кăтартнă чух «Хамăр ял» ансамбль сцена çине тухнине куракансем тăвăллăн алă çупса кӗтсе илеççӗ.5200
-
28 февраля 2021 - 10:43ПЕТР МУСКАТИНОВĂН ХАЛЬХИНЧЕ КӖМӖЛ МЕДАЛЬ Февралӗн 17-18-мӗшӗсенче Орел хулинче сывлăх енчен çирӗпех маррисен хушшинче армрестлингпа иртнӗ XVII Раççей чемпионатӗнче Аслă Аксу чăвашӗ кӗмӗл медаль çӗнсе илнӗ.4600
-
28 февраля 2021 - 09:36ФЕРМЕР – ЯЛТА ХИСЕПЛӖ ÇЫН Утеевсем – Çӗнӗ Йӗлмелӗнче (Çӗпрел районӗ) хресчен фермер хуçалăхӗ йӗркеленӗ пӗрремӗш çемье. Людмила Ивановнăпа Олег Никодимович 2007 çулта хăйсен ӗçне уçма шутланă.4000
-
28 февраля 2021 - 06:55ЯПОНИРЕ ЧĂВАШ ЧӖЛХИН КӖНЕКИ ТУХНĂ Токиори халăхсен тӗпчевӗн университечӗ кăçал февраль уйăхӗн пуçламăшӗнче «Чăваш чӗлхи тата культури» кӗнеке пичетлесе кăларнă. Ăна университетăн профессорӗпе чӗлхеçи Синдзиро Кадзамăпа Юто Хисияма пухса хатӗрленӗ. Кӗнекене чӑвашла, вырӑсла тата яппунла çырнӑ. Чӑвашла текстсене вырӑсла, яппунла куçарнӑ.5000
-
19 февраля 2021 - 09:27Наркотиксене «Çук» тесе кала
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ!Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ24202
-
26 февраля 2021 - 12:04Киклӗпуçран пысăк салам!Мичуринск хулинче пурăнакан хаклă çыннăмăр Александр Ильич БУДЯШКИН февралӗн 23-мӗшӗнче 65 çул тултарчӗ10500
-
19 февраля 2021 - 09:57Вăрçă ветеранӗ Геннадий Алексеевич ТАРАСОВ февралӗн 20-мӗшӗнче 94 çул тултаратьЫрă кăмăл, сăпайлăх санра Çăлкуç шывӗ пекех иксӗлмест. Тӗнчере эс пурришӗн Турра Тав тумашкăн сăмах та çитмест.10001
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ259500
-
26 февраля 2021 - 12:28Эсӗ пулсан çут тӗнче те илемлӗ! Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан Лидия Алексеевна ЕРУСЛАНОВА, февралӗн 25-мӗшӗнче, 75 çул тултарчӗ24202
-
25 февраля 2021 - 13:14Кума, атя кино курма! Вӑл Нурлат районӗнчи Якаелӗнче ҫуралса ӳсни, урамра Кама леш енчи шартламасем хуҫалансан та, тӗлпулусене уйрӑм ӑшӑлӑх туйӑмӗ кӗртрӗ. Ентеш-режиссёр "Священная роща чувашского кинематографа" фильма презентацилерӗ.17200
-
26 февраля 2021 - 21:42Виталий Станьяла пысӑк наградӑпа чысланӑ Паян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ12601
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика