Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хисеплӗ тăвансем!

Чистай тата Анат Кама епископӗн Игнатийӗн Аслă Мăнкун ячӗпе янă саламӗ.

Çак аслă та çветтуй кун сирӗн пата ырă хыпарпа тухатăп, пӗтӗм таса чӗререн сире Мăнкунпа саламлатăп: ХРИСТОС ЧӖРӖЛНӖ!

Турă ырпиллӗхӗпе эпир каллех савăнса Христос чӗрӗлсе тăнă çутă куна – МĂНКУНА кӗтсе илтӗмӗр. Çак савăнăç пире Христоса юратнипе пӗрле чăмăртанма пулăшать.

Пирӗн Туррăмăр Иисус Христос Ашшӗн мухтавӗпе (Римл.6,4) тата хăйӗн Турă хăвачӗпе Турă пек (Ин.10,18) чӗрӗлсе тăнă. Евангелире çапла çырнă пулнă:  «се трус бысть велий: Ангел бо Господень сшед с небесе, приступль, отвали камень от двери гроба....» (Мф. 28, 2).

Çак аслă та çутă кун пирӗн сăмахпа кăна мар ӗçпе те чӗрӗлсе тăнă Иисус Христосран аслă парне илнине кăтартмалла.  «Христос чӗрӗлсе тăни пирӗншӗн тарăн  шухăшланин, сăнанин, тӗлӗннин, савăннин, пархатарлăхăн, шанăçăн таçтан авалтан килсен те ялан çӗнӗ, вӗçӗмсӗр эпир сыпса тăракан çăлкуç пулса тăрать», – тенӗ çветтуй Филарет.

Христос пирӗн çылăхсемшӗн хӗрес çинче вилнӗ, пире çăлассишӗн чӗрӗлсе тăнă.

Халӗ эпир çăмăл мар лару-тăрăва чăтса ирттеретпӗр.Турă пире нумайăшӗ çинчен шутлама вăхăт парать. Кризис тӗрӗслевӗсем, уйрăмах тӗнчере тата пирӗн çӗршывра сарăлса пыракан вируспа çын Турра шанмасăр кӗрешнине куратпăр. Миллионшар çын паян хăранă, çухалса кайнă, ăшра пушаннă туйăмсемпе пурăнать.  

Çавăнпа та паян христианинăн пӗрремӗш тивӗçӗ «строительсем Çырса хăварнинчен иртсе пăрахăçланă чула çӗнӗрен тӗп кӗтесе хумалла» (Мф. 21, 42). Чӗрӗ сăмахпа кăна мар ӗçпе те «Турă пăхса тăман çурта тунин усси çуккине» çирӗплетсе памалла (Пс. 126, 1).

Кулленхи кун ӗçӗсене, хӗвӗшӗве путнăскерсене пире час-часах хамăрăн пурнăçра пурне те тӗлӗнмелле майпа улăштарма пултаракан Турă хăвачӗ пуррине курма ӗненӳ вичкӗнлӗхӗ çитмест.

Мускав тата Пӗтӗм Руç Святейший Патриархăн Кириллăн пилӗпе сире Аслă Мăнкунра – Христос чӗрӗлнӗ кун килте кӗл тума ыйтатăп. Влаçсем çак хаяр вирус ан сарăлтăр тесе чарусем кӗртнӗ вăхăтра сиртен тархасласа Анне-Чиркӳ сассине тăнлама ыйтатăп. Атьăр пурте пӗрле кӗлӗ союзӗнче, ун пӗрлӗхӗнче пулар. Итлеме пӗлсен Турă та пире хăй хăвачӗпе пулăшса, пиллесе тăрӗ.

Мăнкун вăхăтӗнче  Турă пире хăй патӗнчи ӗмӗрлӗх пурнăçа хатӗрленме çӗр çинчи пурнăçа мӗншӗн пани çинчен, ун чăн пӗлтерӗшӗ пирки шухăшлар. Евангелин ырă хыпарне пурне те çитерер, хамăрăн юратăва, тимлӗхе тăвансемпе çывăх çынсене парнелер. Нушарисене пулăшса ырă ӗç тăвар.  «Çынсен умӗнче сирӗн çутăлăх çуталса тăтăр, сирӗн ырă ӗçсене кура тӳпери  Ашшӗне мухтав туччăр» – тенӗ Турă (Мф. 5, 16).

Аслă Мăнкунра Чистай епархийӗнчи тунă ӗçсем çинчен те каласа хăварас килет. Турă халăхӗ çинчен шутласа епархин пӗтӗм территорийӗнче тӗн çыннисем службăсем йӗркелесе тăраççӗ. Вӗсен хӳтлӗхне ытларах та ытларах халăх кӗрет, çӗнӗ прихутсемпе чиркӳсем уçăлса пыраççӗ. Ку йăлтах Хусан тата Тутарстан митрополичӗн Феофанăн чиркӳпе прихут пурнăçне ăслă-тăнлă, пӗлсе пурнăçласа пынине кăтартать. Епархисене çӗкленинче вăл чиркӳ пурнăçӗн вăйне çирӗплетнине курать. Ку этем пурнăçӗн кашни енне пырса тивсе ăна шайлашуллă та çăлăнăç кӳмелле тума пулăшать.  Ку ӗç Архипастырьсен, пастырьсемпе мирянсен пӗрлехи ӗçӗпе пулса пырать. Тутарстан çӗрӗшӗн, Чистай епархийӗшӗн тумалли ӗçсем нумай-ха, шанатăп, Турă пулăшăвӗпе пурне те пурнăçлама пулӗ. 

Сире пурсăра та Çветтуй Мăнкунпа чӗререн саламлатăп! Кӗл туса чуншăн чи кирлӗ парнесем, сывлăх, Турă пулăшăвне тата Христос хыççăн çӗнтерӳллӗн утма сунатăп!

ХРИСТОС ЧӖРӖЛНӖ! ЧĂН ЧĂНАХ ЧӖРӖЛНӖ!

Чистай тата Анат Кама епископӗ Игнатий.

Мăнкун, 2020 çул, Чистай хули. (Хусан миторополийӗн сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Религия