Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хисеплӗ юлташсем, сире Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатпӑр! 

Хаклӑ ентешӗмсем! Пирте чӑвашсен, атте-аннесен юнӗ чупать, несӗлсен хӑвачӗ пурӑнма вӑй-хал парса тӑрать. Ҫапла кунран-кун, ҫулран-ҫул, ӗмӗртен-ӗмӗр иртет. Ваттисем хушса хӑварнӑ пек, малашне те хамӑрӑн чӗлхене юратса, йӑласене сума-суса, аслисене хисеплесе пӗр пысӑк йышпа туслӑн тытӑнса тӑрар, чӑвашсен сумне пӗрле ҫӗклер.

Иртнӗ ҫулталӑк пулӑмсем тӗлӗшӗнчен пуян пулчӗ. Вӑл пуриншӗн те ансат иртрӗ теме ҫук. Ҫапах тӗрӗслевсемпе пӗрле вӑл ҫӗнӗ пӗлӳсем те илсе килчӗ, хамӑра палӑртма, чикӗсене сарма, ҫитӗнӳсем тума май пачӗ

Раҫҫей Президенчӗ 2022 ҫула ҫӗршыври халӑхсен культура еткерлӗхне халаллани ҫинчен пӗлтерчӗ. Ку пире тӑван халӑх йӑли-йӗркисене аталантарассинче тата вӑйлӑрах тӑрӑшма хистет. 

Ҫул ҫинчи йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыма, хамӑрӑн, ачасен, тус-тӑвансен ҫитӗнӗвӗсемпе ҫавӑнса пурӑнмалла пултӑр. 

ТР ЧНКА Канашӗ ятӗнчен сире чӗререн Ҫӗнӗ ҫулпа саламлатӑп! 2022-мӗш ҫул сирӗншӗн ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ пултӑр, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе, ырӑ ӗҫсемпе тултӑр. 

Ҫирӗп сывлӑхпа ҫемьери тӑнӑҫлӑх, телей суна тӑп! 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев