Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Хӗл Мучи ҫӗршыв тӑрӑх поездпа ҫӳрет

Хӗл Мучин юмахри поезчӗ Хусана декабрӗн 15-мӗшӗнче килсе ҫитет. Казань-1 вокзала поезд 9 сехет те 25 минутра ҫитет те 19.00 сехетре тапранса каять

Мӗн пур кӑмӑл тӑвакансем хӗллехи юмахри асамҫӑн куҫса ҫӳрекен резиденцине кӗтсе илсе ӑсатса яма кӑмӑл тӑвакӑнсем пурте пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех вокзал территорийӗнчи уяв программине хутшӑнма. Билетсем туяннӑ ҫынсем Хӗл Мучипе поезд ӑшӗнче тӗлпулма пултараҫҫӗ.  

Хӗл Мучин куҫса ҫӳрекен резиденцийӗ – ятарласа илемлетнӗ уяв поезчӗ, унта вайӑсемпе квестсем валли, Хӗл Мучипе тӗлпулмалли, апатланмалли тата ытти вагонсем пур. 

Поезд чарӑнакан кашни хулара ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем уяв мероприятийӗсенче хутшӑнма, саламлӑ открытка яма тата парне илме пултараҫҫӗ.

Лавкка-вагонра Вырӑс Ҫурҫӗрӗн пылакӗсене тата сувенирӗсене туянма пулать, ресторан-вагонра Хӗл Мучи рецепчӗсемпе тӗлӗнмелле юр-вара тутанса пӑхма май пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев