Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Хӗлле ытлашши юр - çуркунне ытлашши шыв

Тутарстанри 200 яхăн ял ею вăхăтӗнче шыв сарăлнин зонине лекме пултарать

Çурхи шыв сарăлăвӗ нормăран иртсен тата çирӗме яхăн кӗпер, çавăн пекех Тутарстан экономикин социаллă пӗлтерӗшлӗ темиçе объекчӗ шыв айне юлма пултарать.

Февраль вӗçӗнче республикăри юр сийне иртнӗ çулсенчи вăтам кăтартусенчен самай ирттерет. Çавăнпа та ею вăхăчӗ кăçал кăткăс сценарипе иртме пултарать. Муниципаллă районсене паянхи кунранах хатӗрленӳ режимне куçма, шыв иле пуçласан – çийӗнчех чрезвычайлă лару-тăру режимне куçма сӗннӗ.

Пурӗ Тутарстанра çынсене вăхăтлăх вырнаçтармалли 158 вырăн хатӗрленӗ, вӗсем пурӗ 41 пин ытла çын шăнăçтараяççӗ. Çавăн пекех шыв сарăлнине хирӗç кӗрешме республикăра 17 пин çынран тăракан ятарлă ушкăн хатӗрлеççӗ, вӗсен 2,5 пин единица техника, 135 едицина ишмелли хатӗр пулать. Сывлăшран разведка тума авиаци техникине те явăçтарма палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев