Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хоппа Тимахвийӗпе Япшар Якур тӗл пулнă тет

– Халсем мӗнле? – ыйтать Якур. – Ак, ӗçе вырнаçрăм-ха, – çӗнӗ хыпар пӗлтерме васкать Тимахви. – Ăçта? Кам пулса? – Пушар сӳнтерекен. – Мӗнле вара? – Тӗпрен илсен аван ӗç: графикӗ лайăх, ӗç укçи пысăк, коллектив аван! Вăт пушар сӳнтермелле пулсан вара... хăть ӗçрен кай...

Вӗçкӗн Ваççа каçпа ӗçрен килне таврăнать те сӗтел çинче торт ларнине, ун çинче вара 20 çурта çуннине курать.
– Камăн çуралнă кунӗ ара паян?
– Манăн кӗрӗкӗн, эс мана ăна илсе пани паян шăпах 20 çул! – тет арăмӗ.
* * *
– Ывăлăм, сана киле ӗç нумай пачӗç-и? – ыйтать Яка Кулине шкулта вӗренекен ывăлӗнчен.
– Сана вăрçмалăх çитет, анне, – хуравлать ача.
* * *
– Ильгизар, тутарла «малалла» тесе мӗнле каламалла? – ыйтать Ахванеç.
– Алга! – хуравлать тутар.
– «Каялла» мӗнле пулать?
– Тутарсен «каялла» çук, вӗсем çаврăнаççӗ те алга каяççӗ! – тет Ильгизар.
* * *
Чăнкă Мирун пӗчӗк хӗрне çывăрма вырттарать. Пӗрер çур сехет­рен арăмӗ хӗрӗн пӳлӗмӗн алăкне уçса:
– Ну мӗнле, çывăрать-и? – тет.
– Аха, анне, çывăрать... – хуравлать хӗрпӗрчи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев