Сувар

Хӗрачасем те футбол вылясшӑн

"Ӗлӗкхи пек мар халь арçыначасем, – тет тава тивӗçлӗ учитель, – хăвăрт ывăнаççӗ. Чăтăмлăхӗсем çук»

 ХӖРАЧА ÇУРМА-ХӲТӖЛЕВÇӖЧЧӖ

Палăртса хăвармалла, Елчӗк ялӗн командинче пӗр хӗрача та пурччӗ. Улттăмӗш класра вӗренекен Мария Яковлева шкулти спортсменсенчен пӗри. Чупма та хастар, йӗлтӗрпе те вашават, хоккей та ют мар уншăн, халӗ ак футбол вăййине пăхăнтарать районти пӗр ăмăртуран та юлман ударница. Ашшӗпе амăшӗ спортсменсем пулсан, ача, паллах, вӗсен çулӗпе каять. Чăваш амазонкисем «футбол хӗрсен вăййи мар» текен стереотипа çӗмӗрме пултарнине шанатăн ун çине пăхсассăн. Çут çанталăкра йăлтах çураçуллă тата тан. Хӗрсем мӗншӗн вăйлă? Мӗншӗн тесен вăйсăр каччăсем нумай. Çакна Пăва районӗнчи Рункăри вăтам шкулта нумай çул физкультура вӗрентекен Валерий Салабайкин та çирӗплетет.

«Ӗлӗкхи пек мар халь арçыначасем, – тет тава тивӗçлӗ учитель, – хăвăрт ывăнаççӗ. Чăтăмлăхӗсем çук». Çакна эпир судья тайм (12 минут çеç!) вӗçленнӗ хыççăн икӗ хут вăрăммăн шăхăрса канма ярсан, газон çине шпалсем пек тăсăлса выртакан хăш-пӗр тăсланкă футболистсен хăтланăвӗсенчен куртăмăр. ​ ​

В.Салабайкин пире «Сувар» хаçат кубокӗшӗн минифутболпа хӗрачасен турнирне ирттерме сӗнчӗ: «Çӗпрелӗнче команда пур, Пăвара пур, Рункăра тупатпăр.» ​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: