Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХӖРАРĂМ, ПАТТĂРЛĂХ, ХӲТЛӖХ

Чăваш Енре тата Тутарстанра «Тылри паттăрлăх» патриотла марафон иртет

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 80 çул иртрӗ. Хăрушă вăхăта аса илнӗ чух эпир совет çарӗн паттăрлăхне кашни çӗнтерӳрен, паттăрсен ятӗнчен (пуринне пулмасан та, нумайăшӗнне) пӗлетпӗр. Çӗнтерӳре тылра ӗçлекенсен тӳпине вара пӗтӗмӗшле сăнар пек аса илетпӗр. 

Тӗслӗхрен, пирӗн асаннесем-кукамайсем, мăн асаннесемпе мăн кукамайсем Сăр чиккине, Хусан çаврăмне танка хирӗç окопсем алтнисене шкулта та кăшт асăнса çеç иртсе кайнă, радио-телевизорпа та тарăннăн каласа паман. Апла пулин те, тыл ӗçченӗсен паттăрлăхне тӗпчесе тӗнчене пӗлтерес кун çӗтмен.  Н.А.Николаева ертсе пыракан «Чăваш Ен хӗрарăмӗсен пӗрлӗхӗ» обществăлла организаци пуçарнипе Сăр тата Хусан чиккисенче паттăрлăх кăтартнă тыл ӗçченӗсем çинчен çырма, вӗсен пурнăçне тӗпчеме тытăннă. Çак енӗпе Чăваш Республики пысăк çитӗнӳсем тунă. Паянхи куна республикăра çак оборона линийӗсене алтнисенчен 160 çын сывă. 

Иртнӗ эрнере «Татар-информ» информаци ангентствинче ЧР культура, на­цио­наль­ноçсен тата архив ӗçӗ­сен министрӗ С.А.Каликова ертсе килнӗ делегаци пулчӗ. «Чăваш Ен хӗрарăмӗсен пӗрлӗхӗ» обществăлла организаци ертӳçи Н.А.Николаева, «Чăваш Рес­публикин Патшалăх истори архивӗ» управленийӗн директорӗн çумӗ Ф.Н.Козлов туса ирттернӗ ӗçсемпе паллаштарчӗç. 

Тутарстан енчен чăвашсене ТР культура министрӗ И.Х.Аю­по­вăпа ТР НА Ш.Мард­жани ячӗллӗ Истори институчӗн директорӗ Р.Р.Салихов кӗтсе илчӗç.

Çак тӗлпулу регионсен шайӗнче иртекен «Тылри паттăрлăх» патриотла марофонпа çыхăннă. Хусана тата Сăр чиккине чавнине асăнса  пушăн 29-мӗшӗнчен пуçласа çу уйă­хӗн 4-мӗшчен Чăваш Респуб­ликинче тата Тутарстанра мероприятисем иртеççӗ. Паллах, çак ӗçсем чи малтанах çамрăк ăрăва пат­риотла воспитани парассипе çыхăннă. Пушăн 29-мӗшӗнче Чăваш Республикинчи Етӗрне районӗнче марафон старта тухнă. Акан 5-мӗшӗнче Çӗрпӳ районӗ эстафетăна йышăнать, акан 19-мӗшӗнче – Куславкка районӗ. Акан 21-мӗшӗнче Тутарстанри Кайпăç районӗнче иртеççӗ пӗрремӗш мероприятисем. Акан 22-мӗшӗнче – Теч­чӗ районӗнче, акан 23-мӗшӗнче – Пăва районӗнче, акан 24-мӗшӗнче Апас районӗнче мероприятисем па­лăртнă. 

«Патриотизм сăмах трафарет пек, шаблон пек илтӗнет паян. Тӗрӗссипе каласан патриотизм – пи­­рӗншӗн пуласлăх билечӗ. Тă­ван çӗршыва юратни, уншăн тăрăшни пире ырă пуласлăх парнелет. Патриотизма шухăшласа, ăнланса каламалла. Çамрăксене патриотизмла воспитани парассине аслисене хутшăнтармалла. Тăван çӗршыв кашни çыншăн хаклă пулмалла, ăна хӳтӗлесси çыннăн генетика шайӗнчи астăвăм пулмалла», – çирӗп ӗненсе каларӗ Ирада Аюпова тӗлпулăва уçнă чух.  Ирада Хафизяновна Тутарстанра нарăс уйăхӗнче Хусана хӳтӗлесе алтса çаврăннăранпа 80 çул çитнине паллă тунине асăнчӗ. 

Оборона чиккисене  1941–1942 çулсенче алтма пуçланă. Вӗсен Урала, промышленность центрӗсене хӳтӗлемелле пулнă: Куйбышев (Самара), Хусан, Ульяновск, Горький (Чулхула), Астрахань, Сталинград, кашнин патӗнче оборона линине çирӗплетнӗ, кашнин хăйӗн ячӗ пулнă. Пӗтӗмӗшле ячӗ вара – Атăл чикки.  Ун чух вăрçă мӗнле пырасси паллă пулман-ха, çавăнпа пысăк промышленность, оборона предприятийӗсем вырнаçнă хуласене хӳтӗлеме танксене хирӗç канавсем чавнă. Тутарстанра вӗсен вăрăмăшӗ 350 километра çитнӗ. «Чăваш Рес­публикин лаптăкӗ пысăк мар, кăнтăр чиккинчен çурçӗр чиккине 200 километра тăсăлать. Сăр тата Хусан  чиккисен вăрăмăшӗ 380 километр. Калăн, республикăна урлă-пирлӗ чавса тухнă», – ка­ласа парать Светлана Анатольевна. Çав вăхăтра Чăваш Республикинче 800 пине яхăн çын пурăннă, вӗсенчен 200 пинӗ вăрçа тухса кайнă, 120 пинӗ чикӗ алтма çӳренӗ. 1941 çулхи юпа уйăхӗнчен пуçласа çынсем кашни кун алла кӗреçе тытнă. Алăсем юнланса пӗтсен те чавма чарăнман. Çула çитмен çамрăксем те хутшăннă ӗçе. Çакăн пек истори те аса илнӗ чикӗсене чавма çӳрекенсем. Пӗри чирлесе кайнă, ӗçе тухайман. Аптранă тăванӗ вырăнне ӳт-пӗвӗпе аслăрах курăнакан 10 çулти хӗрача тухнă. Аслисемпе тан ӗç хатӗрӗ алла тытса çӗр чавнă.

«Чăваш АССРӗнче пӗтӗм ӗç хӗрарăмсем, ачасем, ватă ар­çынсем çине тиеннӗ. Респуб­ликăри 300 трактортан 200 ытла трактор кустăрмаллă. Апла сӗлкӗш çанталăкра вӗсем çине шанчăк çук, пысăк чулсем турттарма мар, хăйсене сӗтӗрмелле ун пек чух», – каласа парать ун чухнехи лару-тăрăва лайăх пӗлекен Федор Николаевич. 

Паллах, хăш ялтан миçе çын, кам-кам тухать чикӗ алтма – йăлт çырса пынă. Анчах çулсем иртнӗ май сахал список упранса юлнă.

Аслă командовани хушăвӗпе 1944 çулхи кӗркуннеччен окопсене пăхса оборонăна хатӗр тăратнă. Тăшман ан асăрхатăр тесе вӗсене витсе мас­кировка тунă. Çуркунне-кӗркунне çумăрсемпе ишӗлекен çӗре тасатса тăнă. Канавсен тарăнăшӗ вырăн-вырăнпа виçӗ метра çитнисем те пулнă, тӗллӗн-тӗллӗн самай ăшăх. Хусан çаврăмне чавнă чух ӗçе Чăваш республикипе пӗрлех Тутар республикин ӗçченӗсем те хутшăннă. Ку Куславкка районӗнче пулнă. 

Чăваш  Республики оборона линийӗсене чавакансен логотипне, республикăри ветерансене  наградăлама медаль туса кăларнă. Кунсăр пуçне ӗçченсен паттăрлăхӗ çинчен каласа паракан кӗнекесем пичетленнӗ. 2020 çулта çулла ятарлă экспедици Чăваш Рес­публикипе çӳресе сывă юлнă ветерансемпе, Сăр тата Хусан чиккисене чавакансемпе тӗл пулнă, вӗсем каласа панисене çырса кӗнеке пухнă. Наукăпа практика тӗпчевӗсене  уйрăм кӗнекен кăларнă. Ăна 2021 çулта Рязаньте иртнӗ кӗнеке конкурсӗнче «Çулталăк кӗнеки» тесе палăртнă. Тылри ӗçченсен çак паттăрла ӗçӗ çинчен май пур таран нумайрах çын пӗлтӗр тесе тăрăшаççӗ: япăх куракансем валли Брайль шрифчӗпе ятарлă кӗнеке хатӗрлесе кăларнă. Ăна Шупашкарти библиотекăра вулама пулать. Ачасем валли хатӗрленӗ сӗтелçи вăййи историпе кăсăклантарӗ.  Тата нумай ӗç туса ирттернӗ. «Вăрçă республикăри кашни çемьене кӗнӗ. Сăр чикки, Хусан çаврăмӗ те çаплах, кашни çемьене пырса тивнӗ», – каласа парать С.А.Каликова. Тылри паттăрлăха халалласа музейсем уçаççӗ, куравсем йӗркелеççӗ. Шупашкарта 2021 çултанпа Сăр çăкăрне пӗçереççӗ. Çăкăр пӗçерекен завод 1941-1942 çулсенчи çăкăр рецепчӗпе усă курнă.

«2019 çулта тытăнтăмăр Сăр чиккин историне тӗпчеме. «Чăваш Ен хӗрарăмӗсен пӗрлӗхӗ» чăнах та çакăнта пуçаруçă пулчӗ: тӗлпулусем ирттернӗ, сывă юлнисем каласа панисене çырса илнӗ, ачасем вӗсене интересленсе тимлӗн итлеççӗ. Чикӗсене чавакансен паттăрлăхӗ çинчен çӗршыв шайӗнче каламалла, астăвăма ӗмӗрлӗхе çирӗплетмелле. Тылра ӗçленӗ хӗрарăм сăнарне  вăйлатмалла, унăн паттăрлăхӗ çинчен пурне те каласа памалла. Çӗнтерӗвӗн 80 çулне паллă тунă тӗле пирӗнпе ытти регионсем те хутшăнӗç. Вăрçă çулӗсенче тăрăшнă хӗрарăмсен сăнӗсене çӗршыв пӗлекен пулӗ. Çывăх плансем – Сăр чиккине тата Хусан çаврăмне халалланă курава Патшалăх Думинче тата Федераци Канашӗнче йӗркелесси. «Чăваш Ен хӗрарăмӗсен пӗрлӗхӗ» çывăх вăхăтрах Пӗтӗм Раççейри «Тылри хӗрарăм: паттăрлăх, юрату, çӗнтерӳ» конференци ирттерме хатӗрленет», – кӗскен общество тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ Наталья Ни­­колаева. 

Куславкка районӗнче кăçал утă уйăхӗн пуçламăшӗнче Хусан тата Сăр чиккисене халалланă «Ирӗклӗх» мемориал комплексне уçаççӗ. Ăна Чăваш Республикипе Çарпа истори обществи, РФ Культура министерстви пӗрле хатӗрлеççӗ. Светлана Анатольевна Тутарстанри ӗçтешӗсене çак мешехене хутшăнма чӗнчӗ. 

Çу уйăхӗнче Хусанти федераллă университетра нау­кăпа практика конференцийӗ ирттер­ме палăртаççӗ. 

«Çак проектăн миссийӗ – çамрăксенче ăнлануллă пат­риотизм йӗркелесси. 2017 çулта Хусанти патшалăх университетӗнче ирттернӗ нау­кăпа практика конференцийӗн тӗллевӗсенчен пӗри çакă пулнă. Ăна пуçараканӗ – Ирада Хафизяновна Аюпова, – аса илчӗ Р.Р.Салихов. – Унта хӗрарăмсен, ачасен кашни кунхи паттăрлăхӗ çинчен каласа пачӗç пухăннисем. «Им жить и помнить» кӗнекере вуласа паллашма пулать унти ӗçсемпе».

Чăваш Енпе Тутарстан пӗрле ирттерекен мероприятисем çу уйăхӗн 4-мӗшӗнче Хусанти Г.Тукай ячӗллӗ филармонире культура ӗçченӗсен пысăк концерчӗпе вӗçленеççӗ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Н.А.Николаева, Р.Р.Салихов, И.Х.Аюпова, С.А.Каликова, Ф.Н.Козлов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев